Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ

9 Утă, 2015

2008 çулта Раççейре Юрату, çемье тата шанчăклăх кунне уявлама йышăннă. Çулсерен нумай çул пĕрле пурăнакан, çĕршыва юрăхлă нумай ача пăхса ÿстерекен мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслаççĕ. Кăçал çак медале Çĕнĕ Шупашкарти виçĕ çемье тивĕçрĕ: Виталий Илларионовичпа Ираида Миновна Саптеевсем, Александр Александровичпа Гельсиня Шакирзяновна Капитоновсем тата Константин Мефодьевичпа Валентина Зосимовна Львовсем. Львовсен çемйипе паллашма тÿр килчĕ те мана.

Вĕсем 34 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Константин Мефодьевичпа Валентина Зосимовна пĕр-пĕрне 1974 çултанпа куçран вĕçертмеççĕ. Константин Мефодьевич строительство фирминче вăй хурать, Валентина Зосимовна Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрç рашчинче хуçалăха тытса пырать.

Константин Мефодьевичпа Валентина Зосимовна пĕр ялтах пурăннă, пĕр шкулах сукмак такăрлатнă, урамра пĕрле выляса ÿснĕ. Пĕр-пĕрне вĕсем 14 çултанпах лайăх пĕлеççĕ. Валентина Зосимовна çав вăхăт «мороженăй-канфетлă» пулнă тесе шÿтлет. Константин Мефодьевич савнă хĕрне мороженăйпа, канфетпа пĕрре мар хăналанă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.