Çăмăл атлетсем каллех савăнтарчĕç

Шупашкарта 40 çула яхăн каялла уçăлнă «Олимпийский» стадион çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕплĕ юсавпа строительство ĕçĕсем хыççăн Атăлçи тăрăхĕнчи чи илемлĕ те хăтлă спорт сооруженийĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кунта Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем, Европа чемпионачĕсем йĕркелеме пуçларĕç. Кăçалхи спорт сезонĕнче Раççей шайĕнчи 6 мероприяти иртрĕ.

Июнь вĕçĕнче шĕкĕр стадионта 56 регионти 500 ытла çамрăк атлет çĕршывра мала тухассишĕн вăй виçрĕ. Командăсен тупăшăвĕнче малти виçĕ вырăна Мускав, Санкт-Петербург хулисен тата Ставрополь крайĕн спортсменĕсем йышăнчĕç. Пирĕн республика чысне хÿтĕленĕ çăмăл атлетсем Самар, Челябинск, Ростов, Чулхула, Смоленск, Новосибирск, Тула облаçĕсен, Пушкăрт, Тутар республикисен, Пермь, Алтай крайĕсен тата 40 яхăн регион спортсменĕсене хыçа хăварса 8-мĕш вырăна тухрĕç. Малалла вулас...

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.