Мускав варринче кĕрлерĕ Акатуй...

9 Утă, 2015

Çурхи ĕçсене вĕçлесен çулленех ака уявне паллă тăватпăр. Районсенче кăçал Акатуйсем тахçанах кĕрлесе иртрĕç, регион шайĕнче те ăна Республика Кунĕнче Шупашкарта юрласа-ташласа паллă турăмăр. Иртнĕ шăматкун, июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче, чăвашсен тĕп уявĕ Мускавра вунтăваттăмĕш хут пулчĕ. Унччен вăл çĕршывăн тĕп хулинчи Пĕтĕм Раççейĕн курав центрĕнче, Измайлово паркĕнче иртетчĕ. Кăçалхи Акатуй вара чăвашсене Мускаври национальноçсен çур-чĕн /вăл Çĕнĕ Басман урамĕнчи 4-мĕш çуртра вырнаçнă/ пысăках мар картишĕнче кĕтрĕ. Ку пулăмра йĕркелÿçĕсем ыррине çеç курчĕç: пĕтĕм чăваш Акатуйĕ Мускав хулин тĕп пайĕнче - Кремльтен пĕр çухрăмра - иртет, апла пулсан чăваш юрри-кĕвви Хĕрлĕ тÿреме те илтĕнет.

Чăваш Республики пулса кайнăранпа - 95, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă Акатуй лапамĕнче ертсе пыракансем чăвашсене çăкăр-тăвар астивме сĕнсе, ырă сăмахсем каласа ăшшăн кĕтсе илчĕç:

Тăвансене хăна тума
Çăкăр-тăвар, тĕпел пур.
Тур калашле, сыпса пăхма
Виçĕ алтăр сăра пур.
Чуна уçса калаçмалăх
Хаксăр хаклă тăван пур....

Уява курса хаклама Мир, ТВЦ, Россия-24 телеканалсен, "Вечерняя Москва", "АиФ-Москва" хаçатсен журналисчĕсем килсе çитни кăмăла çĕклерĕ. Тепĕр тесен, кунашкал массăллă информаци хатĕрĕсем чăвашсен тĕп праçникĕ пирки кураканпа вулакана пĕлтернинчен тĕлĕнме кирлĕ мар пулĕ. Официаллă статистикăна тишкерсен - чăвашсем Раççейре халăх йышĕпе пиллĕкмĕш вырăнта. Пирĕн кăкран тухнисем Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче, ют çĕршывсенче самаях нумаййăн пурăнаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кăна пирĕн республикăран 208 пин çын тухса кайнă, вĕсенчен 106 пинĕшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă, çуралса ÿснĕ патшалăхăн çутă пуласлăхĕшĕн хăйсене шеллемен 66 çын Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, 11 ентешĕмĕр Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Чăвашсен нумай ывăлĕ-хĕрĕ халăх ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Мăнаçланмалли чылай пирĕн - пурне те çырса кăтартаймăн. Улăп çĕршывĕ çинчен мухтавлине, пархатарлине уява ертсе пыракансем те нумай каларĕç. Çĕр чăмăрĕ çинче кăткăсем, вĕлле хурчĕсем тата чăвашсем пек ĕçченни урăх нимĕн те, никам та çуккине те асăнса хăварчĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.