Комментировать

9 Июл, 2015

Кĕтÿ пăхма кайсан та юрă шăрантарнă

Хăй хăва хулли пек çинçешке пулсан та ячĕ унăн, чăн та, питĕ чаплă: Виктория. Чăвашла куçарсан «çĕнтерÿ» тенине пĕлтерет вăл. Кĕçех 17 çул тултаракан чăваш пикин ĕмĕчĕсем хăй пекех таса та çутă. Чылай çамрăкпа танлаштарсан, паянхи кун тĕлне вăл пурнăç çулĕ çинче самаях çирĕп тăрать. Хастарлăхĕ те, шухăшлав шайĕ те çулне кура мар аталаннă. Хăй çак тĕнчене мĕнле тĕллевсене пурнăçлама килнине те аван пĕлет. Хисеплетĕп çакнашкал маттур çамрăксене, мĕншĕн тесен вĕсенче чăваш халăхĕн пуласлăхне, шанăçне куратăп. Элĕк салинче çуралса ÿснĕ Виктория НИКОЛАЕВА шăрантаракан юрăсем хальлĕхе халăхра анлă сарăлман-ха - ара, сцена çине те вăл хăй тĕллĕн нумаях пулмасть çеç тухрĕ. Апла пулсан та унăн репертуарĕнче 6 юрă пур ĕнтĕ. «Аксар» студи «Ылтăн туй» юррипе клип ÿкерме те ĕлкĕрнĕ.

- Савăнатăп саншăн. 17 çул... Илĕртÿллĕ те хитре çав самант маншăн тахçанах хыçра ĕнтĕ. Анчах ку вăхăт чи кĕтретлĕ тапхăр иккенне халĕ те манман-ха эпĕ.

- Ĕнер анчах ачаччĕ, халь ак 17 çул тултаратăп. Пĕрре те ĕненес килмест. 16 çулпа танлаштарсан эпĕ хама паян чылай аслăрах пек туятăп. Çапах маншăн 17 çул çав тери пĕлтерĕшлĕ пек туйăнмасть. Тепĕр çулталăкран 18 тултарăп. Вăт ку, чăнах та, пĕлтерĕшлĕ! Атте-анне ирĕкĕнчен тухăп, хамшăн явап тытма пуçлăп. Çитменнине, саккунпа килĕшÿллĕн качча тухса çемье çавăрма та пултарăп. Манран паян пурте яваплăх кĕтеççĕ. Анне эпĕ пултаруллă юрăç пулăп тесе ĕмĕтленет, унăн иккĕмĕш мăшăрĕ Валера тете унпа пĕр шухăшлă, кукаçипе кукамай мана хăвăртрах качча парасшăн, туйра савăнса курасшăн, Валера тетен ашшĕпе амăшĕ вара эпĕ тăван халăха юрăхлă çын пуласса шанаççĕ.

- Эх, çамрăк чухне пурте атте-анне çуначĕ айĕнчен хăвăртрах вĕçсе тухма ĕмĕтленет. Ăнлансам: тепĕр 30 çултан та эсĕ вĕсемшĕн ачах пулăн.

- Анне, Валентина Валерьевна, Вăрнар районĕнчи Чăрăш Хирлеп ялĕнче кун çути курнă. Кăçал 35 çулхи юбилейне тăвансене кафене пухса, юрăçсене чĕнсе паллă турĕ. Эпĕ те ăна саламласа «Ах, аннеçĕм, анне» юрра шăрантартăм. Анне юрăри сăмахсене илтсен куççульне пытармарĕ. Çамрăклăхне аса илчĕ пулмалла. Вăл атте ун çине пĕрре алă çĕкленĕ хыççăнах мана, 9 уйăхрискере, йăтса тăван килне тухса кайнă. 4 класс вĕренсе тухиччен эпĕ кукаçи-кукамайпа ялта пурăнтăм. Анне, Шупашкарта ĕç тупнăскер, вĕсене укçа парса пулăшса тăнă. Кашни эрнерех икшер сумка тĕрлĕ кучченеç, ман валли кĕпе-тум йăтса килетчĕ. Çемье çавăрнă хыççăн мана хăй патне тĕп хулана илсе кайрĕ. 4 çул каялла шăллăм валли ят шыранă чухне яваплă ĕçе мана шанчĕç. Никита ят суйларăм. Эпĕ шăллăма хам ача пекех юрататăп. Аннене пулăшса апат та пĕçерсе çитеретĕп, кипкисене те мĕн пĕчĕкрен хамах çăватăп, унпа вылятăп, уçăлма çÿретĕп, Атăл хĕррине илсе каятăп. Сцена çинче юрласа е реклама туса ĕçлесе илнĕ укçана хамшăн тăкаклама шеллетĕп, Никитăна вара тĕрлĕ тетте туянса парса савăнтаратăп. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.