Архив - 24 Июл, 2015

24 Июл, 2015

«Хыпар» 144-145 (26796-26797) №. 24.07.2015

24 Июл, 2015

Япăх ĕçлесе тăшмансене савăнтармалла мар

ЧР Министрсен Кабинечĕ черетлĕ ларура 19 ыйту пăхса тухрĕ. Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Правительство членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ малтанхи виçĕ ыйтăва уйрăмах хĕрÿ сÿтсе яврĕç.

24 Июл, 2015

Хĕле хатĕрленес ыйтусемпе

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Дмитрий Козак видео мелĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тата энергетика предприятийĕсене 2015-2016 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрлес ыйтупа селектор канашлăвне ирттернĕ. Канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăннă.

24 Июл, 2015

Çиччĕмĕш хут сасăлаттарсан кăна председателе суйланă

Ялхуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ пулнă Валериан Семенович КРАСНОВ Муркаш ялĕнче пурăнать. Унпа улмуççи айĕнчи сĕтел хушшине ларса калаçрăмăр.

- Эсĕ - вăрçă ачи: 1938 çулта çуралнă. Аслă Çĕнтерĕве туптанисенчен чи малтанах камсене аса илетĕн?

24 Июл, 2015

Следствин кану кунĕ çук

РФ Правительствин 2013 çулхи августăн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи июлĕн 25-мĕшĕнче следстви органĕсен ĕçченĕсем пуçласа хăйсен професси уявне паллă турĕç. 302 çул каялла шăпах çак кун, 1713 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче, I Петĕр патша указĕпе М.И.Волконскин следстви канцелярине туса хунă.

24 Июл, 2015

Студентсен отрячĕсенче ‐ чи хастаррисем, ÿркенменнисем

"Чăваш Республики студентсен ĕç отрячĕсен юхăмне аталантарас енĕпе малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать, уйрăмах вожатăйсем нумай.

24 Июл, 2015

Ял пурнăçне килĕштернĕрен...

Элĕк районĕнчи Ехремкассинче çуралса ÿснĕ Олег Михайлов ял пурнăçне питĕ килĕштерет: "Ялта питĕ лайăх, сывлăш мĕн тери уçă! Уй-хире каятăп-и е вăрмана кĕрсе тухатăп-и, е тата урăх çĕре васкатăп-и - йĕри-тавра куç тулли илем! Вĕçен кайăксен юрри чуна çĕклентерет.

24 Июл, 2015

Патшалăх пулăшăвĕпе çурт хăпартасчĕ!

Пирĕн республикăра çамрăксене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ, çав шутрах - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма та. Хваттер туянма е çурт хăпартма субсидие тивĕçес тесен вĕсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче черетре тăмалла.

24 Июл, 2015

«Мана ан кĕт. Манăн урăххи пур»

Аслатипе çиçĕмрен мĕн пĕ­чĕк­­рен хăраттăм. Тÿпене хура пĕлĕтсем хупăрласа илсен, таçтан аякран кĕмсĕртетни илтĕнме тытăнсан шикленнипе вырăн çине кĕрсе выртаттăм, пуçа утиялпа хуплаттăм.

Страницы