Хĕле хатĕрленес ыйтусемпе

24 Июл, 2015

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Дмитрий Козак видео мелĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тата энергетика предприятийĕсене 2015-2016 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрлес ыйтупа селектор канашлăвне ирттернĕ. Канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăннă.

РФ Правительствин вице-премьерĕ çутçанталăк условийĕсем Раççейре тĕрлĕрен пулнине палăртнă, çавăнпа та хутса ăшăтмалли тапхăра пурăнмалли çурт-йĕр фондне тата коммуналлă хуçалăх тытăмне тĕплĕн хатĕрлесе кĕтсе илмелли çинчен каланă. Д.Козак çавăн пекех июнĕн 8-мĕшĕнче Çурçĕр Осетире-Аланире вар-хырăм инфекцийĕ пулнă хыççăн халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли пĕтĕм системăна пур енлĕн, тĕплĕ тĕрĕслеме сĕннĕ. Пахалăхсăр шыв çынсен сывлăхне е пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарасси çинчен çирĕп асăрхаттарнă. Вице-премьер çак тытăмра уйрăм çынсен инвестицийĕсемпе усă курни питĕ пысăк пĕлтерĕшлине, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче патшалăхăн информаци системипе усă курма вăхăт çитнине палăртнă.

Раççей Федерацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Мень федераци субъекчĕсенче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленнин мониторингĕпе паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх - хăшпĕр регионта çирĕплетнĕ графикран юлса пыраççĕ. Çав регионсен ертÿçисене кĕрхи-хĕллехи сезона мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслесе тăрассине хăйсен çине илме сĕннĕ.

Чăваш Республикинче асăннă тапхăра хатĕрленесси çирĕплетнĕ плансемпе тата графиксемпе пулса пырать. 2015 çулхи июлĕн пĕрремĕшĕ тĕлне Чăваш Енре ЖКХ объекчĕсен 46 проценчĕ хĕле хатĕр пулнă. Пирĕн республикăра халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтермелли программа 2005 çултанпа пурнăçланать. Лаборатори тĕрĕслевĕсем тăрăх - халăхăн 80 ытла процентне пахалăхлă шывпа тивĕçтереççĕ.

Уйрăм çынсен инвестицийĕсемпе ЖКХ тытăмĕнче усă курас тĕллевпе асăннă сферăри патшалăх тата муниципалитет предприятийĕсен тухăçлă ĕçлеме пултараслăхне тĕпченĕ. Паянхи кун 16 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче 1745 объект тĕлĕшпе 44 концесси килĕшĕвĕ тунă.

2015 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Раççей Федерацийĕн Çыхăну, Строительство министерствисемпе тата "Раççей почти" патшалăх унитари предприятийĕпе Чăваш Ен территорийĕнчи коммуналлă хуçалăхра патшалăх информаци системипе сăнавлă усă курмалли килĕшĕве çирĕплетнĕ. Системăна хатĕрлеме тата пурнăçа кĕртме "çул-йĕр карттине" туса çитернĕ. Ăна 2015 çул вĕçлениччен ЖКХан патшалăх информаци системипе çыхăнтарма палăртаççĕ.

Ю.ПЕТРОВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.