«Мана ан кĕт. Манăн урăххи пур»
Аслатипе çиçĕмрен мĕн пĕчĕкрен хăраттăм. Тÿпене хура пĕлĕтсем хупăрласа илсен, таçтан аякран кĕмсĕртетни илтĕнме тытăнсан шикленнипе вырăн çине кĕрсе выртаттăм, пуçа утиялпа хуплаттăм.
Аппа ман çине пăхса кулатчĕ, кун пек чухне ăçта çÿреме тата мĕн тума юраманнине ăнлантаратчĕ. Çакнашкал самантсенче аттепе анне килтех пулсан вĕсен çумне тĕршĕнеттĕм, çывăх çыннăмсем çумĕнче хама хÿтлĕхре туяттăм. Шикленÿ туйăмĕ вăхăт иртсен те ман çумран хăпмарĕ. Чăн та, халĕ çиçĕм çиçнине курсан, аслати сассине илтсен кравать патнелле васкамастăп, чÿречене хупатăп, электрохатĕрсене сÿнтеретĕп. Савнипе юнашар ларатăп та хама ыталама ыйтатăп. Унăн чĕри таппине пĕр хушă "тăнлатăп", вăл манăн çÿçе ачашлать. Юратнă çын ытамĕнче мĕн тери аван: канлĕ те лăпкă, нимĕн те хăратмасть.
...Кăçал пĕр шăрăх кун манăн пурнăç урапи урăх йĕрпе чупма пуçларĕ. Ун чухне кану кунĕ пулнăран юрла-юрла ĕçлерĕм, савни командировкăран таврăнасса кĕтсе тутлă апат-çимĕç хатĕрлерĕм. Урамра сасартăк çил вĕрме пуçларĕ, хĕвел хура пĕлĕт хыçне пытанчĕ. Тавралăх тĕттĕмленчĕ: çуллахи мар, кĕрхи кун тейĕн. Аслати кĕмсĕртетме тытăнсан чĕре çĕçĕпе тирнĕн ыратса илчĕ. Манăн савни хăйĕн çăмăл машинипе çул çинче вĕт! Кун пек çанталăкра аçа çапма, инкек тухма пултарнине пĕлнĕрен кулянтăм. Шиклене-шикленех карас телефонне тытрăм, юратнă çыннăм патне шăнкăравларăм. Телефонне сÿнтернĕ иккен. Унăн пурте йĕркеллех пултăр тесе Турра кĕлтума пуçларăм. Аслатиллĕ çумăр çаплипех чарăнмарĕ-ха. Шел, хĕвел çав кунхине тем пек кĕтсен те текех курăнмарĕ. Савни те киле таврăнмарĕ. Тепĕр кунне темиçе хут та шăнкăравларăм, анчах вăл хуравламарĕ. Çĕрле çеç СМС-хыпар ячĕ: «Мана ан кĕт. Манăн урăххи пур». Хам мĕн курнине ĕненмесĕр çине-çинех вуларăм ку пĕлтерĕве. Мĕнле-ха апла? Мĕншĕн çапла хăтланчĕ вăл манпа? Ĕсĕклесе макăрнă май ыйту хыççăн ыйту çуралчĕ пуçăмра, анчах пĕрин хуравне те тупаймарăм. Текех тĕлпулу шырамарăм. Чĕрем тем пек ыратсан та халăх хушшинче хама хаваслă тытма тăрăшрăм. Килте çеç çĕрлесерен темччен макăртăм.
Халĕ, акă, тинех кăшт лăпланма пуçларăм, пĕтĕмлетÿсем турăм. Юратманнине куçран калайман арçын - хăравçă! Эпĕ аслатирен шикленнине пĕлсех мана шăп çавнашкал самантра пăрахса кайрĕ-çке ĕнерхи савни! Чĕри вырăнне чул татки-шим унăн? Тепĕр тесен, ун пек чурăс çынпа ĕмĕрĕпех юнашар пулаймăттăм. Паян мар-тăк - ыран хур кăтартатчĕ вăл мана. Эппин, пĕрлешичченех уйрăлса кайни аванрах та-тăр.
Урамра каллех çумăр çăвать, чăн та, аслатисĕр. Пĕлетĕп: ыран е тепĕр кун хĕвел пире пурне те хăйĕн йăлтăр куллипе савăнтарĕ, манăн пурнăçра та ырă улшăнусем пулĕç.
Инесса Ш.