Комментировать

24 Июл, 2015

Çиччĕмĕш хут сасăлаттарсан кăна председателе суйланă

Ялхуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ пулнă Валериан Семенович КРАСНОВ Муркаш ялĕнче пурăнать. Унпа улмуççи айĕнчи сĕтел хушшине ларса калаçрăмăр.

- Эсĕ - вăрçă ачи: 1938 çулта çуралнă. Аслă Çĕнтерĕве туптанисенчен чи малтанах камсене аса илетĕн?

- 1943 çулта çара кайнă, суранĕсене тата йывăр чире пула 1946 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă аттене, фронта тырăпа, ыттипе тивĕçтерессишĕн тăрăшнă апине, хаяр çапăçусене хутшăннă икĕ пиччене. Пĕри çĕнтерÿпе таврăнсан нумай пурăнаймарĕ. Тепĕр чухне хам 1944-1945 çулсенче колхоз тыррине çурлапа вырни, паранкă крахмалĕпе мăян çăнăхĕнчен пĕçернĕ пашалупа çăкăр куçа курăнаççĕ.

- Саккăрта чухне аçусăр юлнă. Кам çитĕнтерчĕ?

- Апи 18 çулччен пăхрĕ, вăтам шкултан вĕрентсе кăларчĕ. Хусанти химипе технологи институтне кĕрессишĕн экзамен панă самантра телеграмма тыттарчĕç: апи вилнĕ!.. Çав кунах пăрахутпа таврăнтăм. Экзаменсене ăнăçлă патăм пулин те Хусана каймарăм, Шупашкарти техника училищинче электромонтера, каярахпа Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче агронома вĕрентĕм.

- Пурнăç çулĕ çине тăма камсем пулăшрĕç?

- Пиччепе инке. 1963 çулта диплом илсен Мари Элри "Юрьевский" совхоз агрономĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Кашни уйăхра ĕç укçи 77 тенкĕ пачĕç. Çав çулах авлантăм.

- Туй ăçта иртрĕ?

- Çуралнă яла - Муркаш районĕнчи Катькаса - авланма каятăп тенĕрен хваттер хуçи кивçен 200 тенкĕ пачĕ. Малтан Шомик хĕрĕпе Риммăпа Шупашкарта çырăнатпăр та хуньăм патĕнче çĕр каçатпăр тенĕччĕ. Яла таврăнсан ашшĕ: "Эпир туй тăвайман çынсем мар. Унсăр хĕрĕме парса ямастăп", - терĕ. Вара туй кĕрлеттерме тиврĕ. Тепĕр кунне ирех арăмпа çармăса тухса кайрăмăр.

- Тăван тăрăха хăçан таврăнтăр?

- 1964 çулта. Пичче, юнашар "Колос" хуçалăх ертÿçи, мана "Передовик" колхоз председательне суйлама сĕннипе парти райкомĕн бюровĕ манăн кандидатурăна ырларĕ. Чăн та, килĕрен çÿресе пухăва пыма йыхравласан та икĕ каç пуçтарăнмасăр, виççĕмĕш çĕр темиçе сехет ÿкĕтлесен те колхозниксем мана суйламасăр тарăхтарчĕç. "Эсĕ малтан агрономра ĕçлесе пăх, кайран ертÿçĕ тилхепине тыттарасси çинчен шухăшлăпăр", - терĕç. Çиччĕмĕш хут сасăлаттарсан çеç председателе суйлантăм.

- Ялйышшăн ыррине мĕн тума май килчĕ?

- Ялхуçалăх институчĕн экономисчĕ пулăшнипе хуçалăхра вăй хунăшăн тÿлемелли гарантиллĕ йĕркене ĕçе кĕртрĕмĕр. Çулталăкра производствăна хутшăнмалли минимум 258 ĕç кунĕччĕ. Çак тĕллеве пурнăçланисене кашни ĕç кунĕшĕн - 40-шер, пурнăçламаннисене 20-шер пус тÿлерĕмĕр /малтан пĕр ĕç кунĕшĕн 5-шер пус çеç панă/. Кунсăр пуçне кашни ĕç кунĕшĕн 2-шер килограмм тырăпа улăм уйăрнă. Шалăва çапла ÿстертĕмĕр.

- Ку меслете ытти хуçалăх йышăннă-и?

- Социализм Ĕçĕн Геройĕ Евтихий Андреев ăна хирĕçлерĕ. Çĕнĕ йĕрке "Знамя труда" колхоз ĕçченĕсен шалăвне ÿстермест, ăна ĕçе кĕртместпĕр, пирĕн шалу унпа усă куракансенчен пысăкрах тетчĕ.

- Андреев çинчен сăмах тухрĕ пулсан ыйтса пĕлем-ха. Хăшпĕр чухне вăл партипе совет органĕсен хушăвне итлемен имĕш. Çакă чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и?

- Хрущев вăхăтĕнче пур хуçалăха та куккурус çитĕнтерме хушрĕç. "Знамя труда" председателĕ ăна акмарĕ. "Мĕнле хăять вăл парти политикине хирĕç кайма?!" - кăшкăрчĕç "çÿлтисем". Ăна обком бюровне чĕнтернĕ, Семен Ислюков итленĕ. Çанталăк кăнтăрти пек ăшă пулман пирки пирĕн тăрăхра куккурус начар çитĕнет, чи нумай курăк клевер çеç парать тесе вăл ларуран тухса кайнă.

- Пысăк пуçлăхсемпе хăйне çапла тытни татах пулнă-и?

- Пĕррехинче Министрсен Совечĕн Председателĕ çĕрулми пухса кĕртессипе радиоканашлу ирттерчĕ. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Владимир Григорьев тата эпĕ, халăх депутачĕсен ĕçтăвкомĕн председателĕ, итлетпĕр. Муркашсенчен: "Миçе хуçалăхра çĕрулми кăлараççĕ?" - тесе ыйтрĕç. "27-шĕнче", - терĕм. "Мĕншĕн 27-шĕнче çеç? Сирĕн 28 хуçалăх вĕт!" "Андреев колхозĕнче кăларма пуçламан-ха", - тетĕп. Канашлу ирттерекен сасă хăпартса ятлама тытăнчĕ. "Муркаша килĕр те Андреева хăвăр калăр. Сире итлĕ-и? Курăпăр", - терĕм. Çумри пĕрремĕш секретарь ман ура çине лап! пусрĕ, кайран асăрхаттарчĕ: "Мĕншĕн "пĕрремĕшпе" хирĕçетĕн? Каламаллаччĕ çĕрулми кăларма пурте тухнă тесе!" Тепĕр эрнеренех - каллех радиоканашлу. "Хăш хуçалăх çĕрулми пухса кĕртнĕ?" - пĕлесшĕн Муркашсенчен. "Андреев колхозĕ", - хуравларăм эпĕ. Вăл çĕрулми нумай - 200 гектара яхăн - лартатчĕ.

- 1970-мĕш çулсенче ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни сотка çĕрпе тухăçлă усă курнине астăватăп. Муркаш тăрăхĕнче те çавнашкалах пулнă-и?

- Çапла! Пĕр çул Андреевран /хуçалăхĕн çĕрĕ райцентртан пуçланатчĕ/ Муркаш шкулне 17 сотка уйăрма ыйтрăмăр - çирĕп калаçсан та памарĕ. Ыйтăва мĕнле татса памалла? Çапла турăмăр: Платон Давыдов "Ударникĕ" В.И.Чапаев ячĕллĕ хуçалăха, вăл Андреев колхозне ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ 4 гектар касса пачĕç. Çакăн хыççăн çеç шкула уйăрчĕ. Тепрехинче унран вăрлăх инспекцийĕн çуртне тума пĕр лаптăк ыйтрăмăр - каллех памарĕ. Райцентртан темиçе çухрăмри Çатракасси енче уйăрма тиврĕ.

- Ĕмĕчĕсене çитерессишĕн кĕрешекен çын пулнă иккен...

- Çапла. Çав кун эпĕ, "Передовик" совхоз ертÿçи тата район совечĕн депутачĕ, сессие кайма тухрăм. Райцентра Шупашкар енчен пырса кĕнĕ çĕрте, Муркаш юханшывĕ çинче, йывăç кĕперччĕ. Строительсем район ертÿçисене пĕлтермесĕрех ăна пăснă - автотранспортшăн çул хупăннă. Мăн Сĕнтĕр, Москакасси, Катькас, Шомик, ытти ялти депутат юханшыв урлă каçма кĕпер шыранă. Сессие пĕр сехет кая юлса çитрĕмĕр. Депутатсем сессие ертсе пыма мана шанчĕç. Малтан райĕçтăвком председателĕ Николай Борисов доклад турĕ. Пренире калаçакансене 10-шар минут пама алă çĕклесех йышăнтăмăр. Андреев та сăмах каларĕ. Регламентпа килĕшÿллĕн уйăрнă вăхăтпа усă курчĕ пулин те калаçма чарăнмарĕ. 10 минут иртнине аса илтертĕм - трибуна çинчен анмарĕ. Депутатсем сасăласах тата 5 минут хушса пачĕç. Вăл иртсен те сăмахне вĕçлемерĕ. Ирĕксĕрлесех калаçма чарсан çеç зала анчĕ. Залри депутатсем ман майлă пулчĕç. Çакăн хыççăн темиçе уйăх пуху-канашлура калаçнă чухне мана тĕрткелесе илчĕ.

- 1976 çулта Министрсен Советĕнчен Муркаша таврăнсан райĕçтăвком председателĕ Сергей Никитин хăй пурăннă икĕ хутлă çурт маччинче çакăнса вилнине эсĕ, ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ, лайăх пĕлнĕ пулин те 38 çулта çав должноçа йышăнма килĕшнĕ. Сана та хуçма пултарнă вĕт.

- Çапла. Анчах эпĕ ĕçшĕн тип мунча кĕртекенсен сăмахне чун-чĕре çывăхне яман.

- Выговор парсан та-и?

- Парти райкомĕн бюровĕ пĕрремĕш хут унпа "Передовик" колхозран совхоз тунă тапхăрта техникăн пĕр пайне шутран кăларнăшăн çатлаттарчĕ. Куляннине астумастăп. Усă курмалли вăхăчĕ тухман техника вырăнне çĕннине маларах илессишĕн шутран ятарласа кăлартăмăр. Ĕç тухăçлăхне ÿстерессишĕн çапла тунă.

Теприне ялхуçалăх тата апат-çимĕç министрĕнче ĕçленĕ çулсенче Министрсен Совечĕн Председателĕ Николай Зайцев пачĕ. Правительствăн ялхуçалăхне аталантарасси çинчен калакан йышăнăвĕн проектне алă пусса çирĕплетменшĕн. Вăл министерство сĕннĕ проекта /унта колхозсене аталантарассине тĕп вырăн патăмăр/ йышăнмарĕ, хăйĕн аппаратне йышăну хатĕрлеттерчĕ. Правительство проектне фермер хуçалăхĕсем йĕркелесси çинчен чылай пункт кĕртнĕччĕ. Çавăнпа вăл мана килĕшмерĕ. Мĕншĕн тесен 1991 çулта фермерсене çĕр уйăрманччĕ-ха, вĕсен техника, ытти ĕç хатĕрĕ - нимĕн те - çукчĕ. Çав çул вĕсене министерствăна ирĕксĕрлесех 4 трактор тÿлевсĕрех партарчĕç. Каярах вĕсемпе мĕнлерех усă курнипе кăсăклантăмăр та пурне те сутса тупăш тунине пĕлтĕмĕр.

- Сана министртан "çÿлтисемпе" урлă пулнăшăн кăларман-и?

- Ĕç çапла пулса иртрĕ. 1991 çул, çуркунне. Эпĕ Елчĕк районĕнче, çураки еплерех ирттернине тĕрĕслетĕп. Кăнтăрла ман пата Министрсен Совечĕн Председателĕн йышăну пÿлĕмĕнчен телефонпа шăнкăравларĕç те 16 сехетре радиоканашлура çурхи ĕçсемпе паллаштармалла терĕç. Эпĕ ака еплерех пынине хак пама хатĕр марччĕ, çавăнпа канашлăва кая юлса çитрĕм. Зайцев питĕ кăмăлсăрланчĕ, унпа йĕркеллĕ калаçаймарăмăр. Каçхине Муркаша таврăнсан йывăр чирлесе ÿкрĕм. Больницăра 19 кун сиплентĕм. Тухтăрсем çулталăк автомашинăпа çÿреме чарчĕç. Мана министртах хăварассишĕн района республика ертÿçисем пычĕç. Муркаш районĕнчи чăх-чĕп фабрикин директорне лартма ыйтса заявлени çыртăм - ыйтăва тивĕçтерчĕç.

- Сана халĕ мĕншĕн намăс мар?

- Çынсене сиен кÿменшĕн, усал туманшăн. Муркаш райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ 1979-1990 çулсенче обкомран венчете тăракан тата ачисене чиркÿре тĕне кĕртекен коммунистсене парти ретĕнчен кăларма хушрĕç. Идеологи енĕпе ĕçлекен секретарь мана вĕсен списокне туса пачĕ. Пăхрăм та тĕлĕнтĕм. Список вăрăм! Пурте тенĕ пекех - механизаторсем, выльăх пăхакансем. Мĕн тумалла? "Малтан вĕсене партие илтерчĕç, халĕ 300 çынна кăларма ыйтаççĕ. Çирĕп выговор панипе çырлахар мар-и?" - тетĕп райĕçтăвком председательне Леонид Софронова, ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхне Владимир Рубцова. Манпа килĕшрĕç. Малтан сакăр коммуниста çирĕп выговор çеç панипе çырлахрăмăр. Обкомран çав-çавах чиркĕве чупнисене партирен кăларттарасшăн. Илья Павлович Прокопьев патне ĕç пÿлĕмне кĕтĕм. "Çак кунтан пуçласа эпĕ коммунистсем ачисене тĕне кĕртнĕшĕн, венчете тăнăшăн бюро ларăвĕнче нимле ĕç те пăхмастăп", - терĕм.

Районти пĕр хуçалăх ертÿçине, харăсах виçĕ хĕре ача çураттарнăскерне, çирĕп выговор панăшăн, "Сеятель" колхоз механизаторне вăрттăн лартса килсе витамин тăвакан АВМ-04 агрегата хута янăшăн, Хресчен союзĕн ĕçне хутшăннăшăн, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн татса панă нумай ыйтушăн намăс мар.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.