Ял пурнăçне килĕштернĕрен...

24 Июл, 2015

Элĕк районĕнчи Ехремкассинче çуралса ÿснĕ Олег Михайлов ял пурнăçне питĕ килĕштерет: "Ялта питĕ лайăх, сывлăш мĕн тери уçă! Уй-хире каятăп-и е вăрмана кĕрсе тухатăп-и, е тата урăх çĕре васкатăп-и - йĕри-тавра куç тулли илем! Вĕçен кайăксен юрри чуна çĕклентерет. Ахальтен мар ĕнтĕ хулана ĕçпе кайсан çав кунах каялла тăван тăрăха таврăнма тăрăшатăп", - тет.

Ялхуçалăха та кăмăллать вăл. Урăхла пулма та пултараймасть: вĕсен йăхĕнчисем пурте тăван çĕр çинче ĕçлесе пурăнаççĕ, нихăшĕ те хулана кайман. Пурте тенĕ пекех вырăнти "Правда" хуçалăхра тăрăшаççĕ. Михайловсен ĕç династийĕн пĕтĕмĕшле стажĕ 180 çултан та иртет. Олег пĕчĕкренех ашшĕ-амăшне килти выльăх-чĕрлĕхе пăхма пулăшнă. Техника еннелле туртăннă тата, ашшĕ тракторпа ĕçленĕрен руль умне 3-4-мĕш класра чухнех ларса курнă. Тракторист, водитель правине илнĕскер шкул пĕтерсен пĕр-икĕ хутчен юлташĕсемпе Мускава шапаша кайса пăхнă. "Çук, кун пек пурнăç ман валли мар", - тесе каччă вырăнти хуçалăха тракторпа ĕçлеме вырнаçнă. Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕ çумĕнчи квалификацие ÿстерекен курссенче менеджера вĕреннĕ вăхăтра, 2013 çулхи мартра, хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем сĕннипе çав çулах "Ĕçе пуçăнакан фермер" программăпа килĕшÿллĕн иртекен конкурса хутшăннă, унта çĕнтерсе гранта тивĕçнĕ. "Программăна лекес тесе бизнес-план хатĕрлеме, нумай документ пухма тиврĕ. Комисси манăн ĕç-хĕл пирки ыйтса пĕлчĕ. Çыннăн ĕçлес шухăшĕ пурри-çуккине тÿрех ăнланаççĕ унта. Çак программа - тин çеç ĕçе пуçăнакансемшĕн пысăк пулăшу", - тет çамрăк фермер. Çĕнтерÿçĕсене 1,1 млн тенкĕ таран каялла тавăрмалла мар грант параççĕ - чăнласах лайăх пулăшу-çке ку. О.Михайлов унпа тухăçлă усă курнă.

"Хама ĕçлемешкĕн çĕнĕ трактор туянас ĕмĕтĕм малтанах çуралнăччĕ. Килте кивви ун чухнех пурччĕ-ха, çапах манăн çĕннине, çынсеннинчен уйрăларах тăраканнине, илес килетчĕ. Грантпа ĕмĕтĕмри трактора туянтăм, унăн малти ураписем тем пысăкăш. Çавăн пекех утă хатĕрлемешкĕн пресс подборщик, роторлă косилка, кĕрепле туянтăм. Мари Элти "Семеновский" племзавод" АХОран ăратлă 14 пуç вăкăр кайса илтĕм: эпĕ мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес енĕпе ХФХ уçнă-çке", - каласа кăтартать Олег Юрьевич. Пĕлтĕр çавăнтанах 27 пуç вăкăр илсе килнĕ, кăçал 35 пуç туянасшăн. Вĕсене çитĕнтерсе кĕркунне аш-какая ăсатать фермер. Унсăр пуçне 5 ĕне усрать, тепри кĕçех пăруламалла. "Сăвăнакан ĕнесен шутне ÿстерес килет, мĕншĕн тесен сĕт кашни кунах чĕрĕ укçа парать. Сĕт йышăнакан пунктсене хамăр леçсен çу хисепне тата çăралăхне кура татах хушса тÿлеççĕ", - калаçăва тăсать хастарскер. Хуçалăхăн юхăнма пуçланă фермине арендăна илнĕ вăл - выльăхсене шăпах унта усрать. Шел, витене трактор кĕреймест, çавăнпа чылай ĕçе алăпах пурнăçлама тивет. Каччă çĕнĕ ферма хăпартас тĕллевпе пурăнать. Ун чухне, паллах, выльăх шутне татах ÿстерме май килĕ.

Михайловсен çемйинче пĕр-пĕрне пулăшасси йăлана кĕнĕ. Олегăн ашшĕ Юрий Германович, шăллĕ Алексей та унпа пĕрлех ĕçлеççĕ. Амăшĕ Венера Николаевна "Правдăра" сысна фермин заведующийĕнче вăй хурать, паллах, ывăлне те пулăшать. Выльăх апатне хăйсемех хатĕрлеççĕ. Ял çыннисем çĕр пайĕсене тара панине шута илсе кăçал 49 га çинче тырă, курăк акнă. ХФХ пуçлăхĕ хуçалăх ертÿçипе те килĕштерсе ĕçлет, çулла ял халăхне утă çулса-турттарса парать. Çамрăка аш-какая йÿнĕ хакпа сутма тивни пăшăрхантарать, çапах вăл хăй ялхуçалăхне суйласа илнĕшĕн ÿкĕнмест.

Олег Михайлов общество пур­нăçне те хастар хутшăнать. Ехремкасси ял тăрăхĕн депутачĕ вăл. Маларах ял тăрăхĕнчи Çамрăксен канашне ертсе пынă. 2011 çулта "Çамрăксен канашĕн чи лайăх председателĕ" республика конкурсĕнче Элĕк районĕн чысне хÿтĕленĕ, 2-мĕш вырăн йышăннă. Пултаруллăскер Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Чăваш патшалăх ялхуçалăх академине куçăн мар майпа агронома вĕренме кĕнĕ. Çутă ĕмĕт-тĕллевлĕ каччăна ăнăçу сунас килет.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.