Следствин кану кунĕ çук

24 Утă, 2015

РФ Правительствин 2013 çулхи августăн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи июлĕн 25-мĕшĕнче следстви органĕсен ĕçченĕсем пуçласа хăйсен професси уявне паллă турĕç. 302 çул каялла шăпах çак кун, 1713 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче, I Петĕр патша указĕпе М.И.Волконскин следстви канцелярине туса хунă. Ăна малтанхи следстви полномочийĕсене панă, вăл тÿрремĕнех патшалăх пуçлăхне пăхăннă. Çак тытăм уйрăмах хăрушă ĕçсене, чи малтанах коррупци сĕмĕллĕ, должноçри çынсем тунă преступленисене /взятка илни, хысна укçине вăрлани, службăри ултав/ тĕпченĕ. Паллă кун умĕн эпир РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕн ертÿçипе юстици генерал-майорĕпе Александр МИГУШОВПА курнăçрăмăр.

- Александр Петрович, çулталăк каялла Следстви органĕсен ĕçченĕн кунĕ умĕн эпир республикăра темиçе çул преступленисен шучĕ чакса пыни çинчен калаçнăччĕ. Кăçалхи туртăм мĕнлерех? Чăваш Енри пĕтĕмĕшле лару-тăрăва мĕнле хаклатăр? Экономикăри ĕç-пуç преступлени тăвассине тÿрремĕнех витĕм кÿрет теççĕ. Вăл вара, экономикăри лару-тăру, çăмăл мар...

- Тĕрĕсех, çăмăл мар. Криминаллă лару-тăру пирки те ансат тееймĕн. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче Чăваш Енре 7,6 пин ытла преступление регистрациленĕ - иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 11% нумайрах. Чи малтанах пурлăх вăрласси нумайланнă - асăннă цифра ÿсĕмĕн 2/3 пайĕ чухлĕ. Çынсене хĕненĕ 214 тĕслĕх /28%/ хушăннă. Çав вăхăтрах уйрăмах йывăр преступленисем 15% чакнă. Çын вĕлернĕ, вĕлерме тăнă тĕслĕхсем унчченхи шайрах - 51.

Çапах пĕтĕмĕшле лару-тăрăва куçран вĕçертмен тейĕттĕм. Патшалăх влаçĕн кашни органĕ, çав шутра СК Следстви управленийĕ ĕç-пуçа тишкерсех тăрать, уйрăмах хăрушă, чи малтанах çын пурнăçĕпе сывлăхне хирĕç тунă преступленисен шучĕ ÿсесрен сыхланас енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнать.

- Нумайăшĕ палăртать: эсир ертсе пыракан ведомство паян тава тивĕçлĕ ятсемпе чинсене пăхмасăр ĕçлет - сумлă чиновниксем те суд умне тăраççĕ. Çутçанталăк ресурсĕсен экс-министрĕ, Раççей Геройĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсем те, авă, шăв-шав çĕклерĕç. Вĕсен приговорĕсем паллă мар-и-ха?

- Эсир асăннă пĕрремĕш фигуранта илес-тĕк - уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтермен-ха, кăткăс экспертизăсем ирттермелле, вĕсем айăплав тăратас тĕлĕшпе пĕтĕмлетÿ тума май парĕç. Иккĕмĕш фигурант тĕлĕшпе саккунсăр вăйă бизнесĕ йĕркелени пирки пуçарнă ĕçе суд тишкерет - тивĕçлĕ йышăну тăвĕ.

- Млодик приговорĕ Чăваш Енри СУ следователĕсем çавнашкал "тĕкĕнме юраман" çынсене те "шăл витернине" кăтартса пачĕ. Унăн айăпне ĕнентерсе пама йывăр пулчĕ-и? Нумай нульлĕ виçесемпе хаклакан сиен кÿнĕ тĕслĕхсем сирĕн следовательсен производствинче татах пур-и?

- "Промтрактор-Вакун" АХОн директорсен канашĕн председателĕ пулнă Семен Млодик тĕлĕшпе пĕрремĕш инстанци сучĕ хăйĕн сăмахне каларĕ, ăна улталаса предприятин 273 млн тенкине вăрланăшăн айăпларĕ. Анчах саккун ăна приговор тĕлĕшпе çăхав çырма май парать, вăл çак правăпа усă курнă. Çавăнпа приговор хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен-ха. Çак ĕçе тĕпчени пирки калас-тăк - чăннипех калама çук пысăк ĕç пулчĕ. Вăл нумай регионпа çыхăннине кура - пушшех.

Преступление Чăваш Ен территорийĕнче тунă, анчах тĕрлĕ регионта - Мускавра, Белгородра, Рязаньте, Курганра - вырнаçнă фирмăсем урлă. Çавна май следстви ĕçĕсене те Раççейĕн тĕрлĕ субъектĕнче ирттерме тивнĕ. Ултав валли кăткăс схемăпа усă курнă, Млодике çывăх нумай посредник-фирмăна явăçтарнă. Следстви шухăшĕпе, вăл ултава хăй хутшăннине пытарас тĕллевпе, тĕрĕссипе, ют алăсемпе усă курнă. Унсăр пуçне предприятин çĕнĕ ертÿçисем завод укçине вăрланине 2011 çулта тин, ултав хыççăн 5 çула яхăн иртсен, асăрханă, çакă та ĕç-пуçа уçăмлатассине кăткăслатрĕ. Малтанхи следстви çулталăк ытла пычĕ, ĕçе тата икĕ çул суд тишкерчĕ. Çакă следствие е суд процесне такам тăсса ярас тенипе çыхăнман, унсăрăн айăпа ĕнентерме май килместчĕ.

Çапах вăл е ку преступлени хăрушлăхне сиен виçи кăна кăтартмасть. Çавнашкал ĕçсен шутĕнче Пăрачкав районĕн администрацийĕн пĕрремĕш экс-заместителĕ пирки пуçарнă уголовлă ĕçе асăннă пулăттăм. Следстви шухăшĕпе, вăл çурта тата çĕр лаптăкне сутнă чух саккуна пăснăшăн айăпланать. Шупашкарти вузсенчен пĕрин ректорĕ пулнă çын 4,5 млн тенкĕ вăрланă. Сĕт завочĕн ертÿçипе тĕп бухгалтерĕ налуксенчен пăрăнса бюджета 20 млн тенкĕ ытла сиен кÿнĕ тесе шухăшлатпăр. Çак тата "шавлă" ытти ĕçе судсем тишкереççĕ.

- Сирĕн тĕп ĕçсенчен пĕри - коррупципе çыхăннă преступленисене тĕпчесси. Киревсĕр çак пулăм республикăра хăш сферăсенче уйрăмах вăй илнĕ?

- Коррупципе çыхăннă преступленисемшĕн çур çулта муниципалитет органĕсен 6 сотрудникĕ суд тенкелĕ çине ларнă. Вĕсем 26 преступлени тунă. Пĕлтĕрхи цифрăсем пĕчĕкрехчĕ - 2 тата 6. Çакă патшалăх влаçĕн органĕсенче кукăр алăллă чиновниксем тĕлĕшпе принциплăх пуррине кăтартать. Кăçал пирĕн следовательсем право хуралĕн органĕсен хăрушсăрлăх подразделенийĕсемпе пĕрле çав тытăмсен сотрудникĕсем тĕлĕшпе чылай ĕçе тĕпчерĕç. Çавна май шалти ĕçсен органĕсен, МЧСăн, айăплава пурнăçлакан тата суд приставĕсен должноçри 6 çынни коррупцишĕн суд умне тăнă. Вĕсене 22 преступленишĕн айăпланă. Çак цифра пĕлтĕрхи шайрах, анчах явап тыттарнисен шучĕ чакнă.

Пирĕн следовательсем кăçал службăри ултавшăн /66 ĕç/, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата вĕсен картинчен тухнăшăн /43/, коммерци енĕпе сутăн илнĕшĕн /40/, укçа вăрланăшăн тата тăкакласа пĕтернĕшĕн /24/, службăпа усă курса улталанăшăн /17/, взятка панăшăн /15/ ытларах ĕçсем пуçарнă.

- Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Моисеев ĕçне çĕнĕрен тишкерме тавăрса пани мĕнпе çыхăннă?

- Çапла, эпир уголовлă ĕçе тĕпчесе суда ярса патăмăр. Пĕрремĕш инстанци сучĕ Моисеев айăплă тесе йышăннă. Анчах ЧР Аслă сучĕн апелляцийĕ пĕрремĕш инстанци сучĕ процесс тĕлĕшпе йĕркене пăснине палăртнă, ĕçе Ленин районĕн судне çĕнĕрен тишкерме панă. Кунашкалли пулкалать, правăна тÿрре кăларакансем хăшпĕр саманта хаклас енĕпе йăнăшаççĕ те - вĕсене тÿрлетме тивет. Ман шухăшпа, шăпах çапла пулса тухнă. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - апелляцин следстви тĕлĕшпе ыйтусем çук.

- Тепĕр чух судсем "патака" ытлашшипех "авнăн" туйăнмасть-и? Çав Моисеевах 280 млн тенкĕлĕх штрафланă. Пурпĕр нихăçан та тÿлеймест вĕт...

- Эпир, следовательсем, суд йышăнăвĕсене хаклама хăнăхман, ку "ют картана" кĕниех пулĕччĕ. Приговор хаярлăхне е çемçелĕхне хакласси - аслăрах суд ĕçĕ. Вăл вара çак тапхăрта хăйĕн йышăнăвне палăртнă, çавăнпа та 280 млн тенкĕлĕх штраф пирки калаçни те хальлĕхе вырăнсăр. Анчах суд хăйĕн йышăнăвне "маччана пăхса" туманнине те ăнланмалла. Яваплăха суд хăй пĕлнĕ пек мар, саккун палăртнă санкцисене кура çирĕплетет.

- Патшалăха кÿнĕ сиен тепĕр чух вун-вун млн тенкĕлĕх. Ăна саплаштарасси те сирĕн ĕç-и? Ку енĕпе следстви органĕсем мĕнле ĕçлеççĕ?

- Пирĕн следовательсем уголовлă ĕçсем тĕлĕшпе палăртнă сиен виçи 347 млн тенке яхăн - иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен /183 млн тенкĕ пулнă/ икĕ хута яхăн нумайрах. УПКпа килĕшÿллĕн мерăсем йышăннă май 270 млн тенкĕ ытла /78% ытларах/ саплаштарма май килнĕ.

Калăпăр, налук преступленийĕсен хăшпĕр категорийĕ тĕлĕшпе айăплисем бюджета кÿнĕ сиене саплаштарсан, пенясемпе штрафсене тÿлесен уголовлă ĕçе пĕтерме май пуррине ăнлантарса паратпăр. Çакнашкал тĕслĕхсенчен пĕри - энергосбыт компанийĕн экс-ертÿçипе унăн икĕ "тусĕ" тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç. Вĕсем 170 млн тенке яхăн налук тÿлеменшĕн айăпланатчĕç. Штрафсемпе, пенясемпе пĕрле çак виçе тата 50 млн тенкĕ хушăнчĕ. Çапла вара 220 млн тенке бюджета саплаштарнă хыççăн уголовлă ĕçе пĕтертĕмĕр.

Мораль çапларах: налуксене вăхăтра тÿлемелле, чееленни вырăнсăр. Ытти уголовлă ĕçпе те фигурантсене тăкака саплаштармаллине ĕнентерме тăрăшатпăр - саккунпа килĕшÿллĕн, çакă та "çемçерех" айăплав палăртма май парать. Ку пулăшмасть-тĕк - хистемелли майсем пур. Сăмахран, пурлăха арестлени. Шанман е айăпланакан çынсенне кăна мар, вĕсен хăтланăвĕсемшĕн пурлăх енĕпе явап тытма пултаракан ытти çынсенне те. Калăпăр, çав пурлăха пухма хайхи фигурантсен преступленийĕсем пулăшнă пулсан. Хăйсем пирки уголовлă ĕç пуçарнине пĕлсен хăшĕсем пурлăхне тăванĕсем çине куçарни те пулкаланă. Анчах çакă та пулăшмасть - çав пурлăха та арестлетпĕр. Ку гражданла тавăçсене, штрафсене шыраса илме, ытти валли кирлĕ. Пирĕн следовательсем ыйтнипе арестленĕ пурлăх виçи - 23,5 млн тенкĕлĕх.

- Нумаях пулмасть Шупашкарта пĕр хĕр кукамăшĕпе кукашшĕне, амăшне вĕлернипе çыхăннă чуна çÿçентермелле тĕслĕх пулчĕ. Халь ÿкерчĕк уçăмлă пуль - хăйĕн хăтланăвне вăл мĕнпе сăлтавлать?

- Ÿкерчĕкĕ уçăмлă, çапах тĕпчев вĕçленессе кĕтер-ха. Преступлени сăлтавĕсенчен пĕри - йăлари хирĕçÿ. Халĕ хĕр тĕлĕшпе судпа психиатри экспертизи ирттеретпĕр.

- Тĕп хулара пĕр следстви пайĕччĕ. Халĕ - виççĕ. Çакă тÿрре тухать-и?

- Шупашкарта 470 пине яхăн çын пурăнать, пысăк вун-вун предприяти. Право хуралĕн ытти органĕн, суд органĕсен ĕçне территори принципне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Кашни районăн - хăйĕн сучĕ, прокуратури. Шупашкарти следстви пайĕн ĕç калăпăшĕ çуллен ÿссе пыратчĕ. Ăна виçеллĕ тăвас, хамăрăн оперативлăха ÿстерес тĕллевпе хулан пĕр пайĕ вырăнне районсен виçĕ пайне йĕркелеме йышăнтăмăр.

- Управленин уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕсем те халĕ иккĕ. Ку "уйрăмах пĕлтерĕшлисем" нумайланнипе сăлтавланнă-и?

- Следовательсен специализаци пулмаллине тĕпе хунă. Медицинăра та хирург, терапевт, стоматолог пур вĕт. Уголовлă ĕçсен пĕр-пĕр категорине пайăррăн тĕпчесен следователĕн ăсталăхĕ туптанать, çакă следстви пахалăхне ÿстерме пулăшать. Çавăнпа - икĕ пай: пĕри çынна тата общество хăрушсăрлăхне хирĕç преступленисене тĕпчет, тепри - патшалăх влаçне хирĕççисене тата экономика сферинчисене.

- Следстви комитечĕ - фабрика мар, ĕç тухăçлăхне тоннăсемпе виçеймĕн. Çапах та кашни следователь çине лекекен ĕç тиевĕ пысăк-и?

- Пĕтĕмпе 62 следователь. Çурри ытла - 3 çул таран стажлă çамрăк специалистсем. Вузсем хыççăн килнĕ май вĕсем те тивĕçлĕ ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вăтамран кашни следователь уйăхсерен икшер уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтерет. Çапла, фабрика мар, уголовлă ĕçсене штампламастпăр - тĕпчетпĕр. Ку ĕç йывăр та, интереслĕ те. Хамăрăн кашни канашлурах калатăп: следствин кану кунĕсем çук.

- Хăвăра пăхăнса тăракансен ĕçĕпе кăмăллă-и?

- Пĕтĕмĕшле илсен - кăмăллă. Уйрăм самантсем, паллах, пулаççĕ, анчах килти çÿп-çапа урама илсе тухас мар. Яваплăха кашниех туять. Ĕçлеме çăмăлрах пултăр тесе коллективра тивĕçлĕ атмосфера йĕркелеме тăрăшатпăр. Çамрăксене аслă юлташĕсем пулăшса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ - çакна та тĕпе хуратпăр. Хамăрăн тĕлпулусене следстви ветеранĕсене те яланах чĕнетпĕр - вĕсене хăйсен опытне çамрăксене панăшăн уйрăммăн тав тăвас килет.

- Ĕçтешĕрсене професси уявĕ ячĕпе саламламашкăн - шăпах меллĕ самант...

- Чи малтанах РФ Следстви органĕсен ĕçченĕн кунĕ ячĕпе шăпах следстви ветеранĕсене саламласшăн. Вĕсен ырми-канми ĕçне кура професси уявне паллă тăвасси йăлана кĕрет. Мĕнпур ĕçтешĕме тав тăватăп: Следстви управленийĕн ĕçне кашниех курăмлă тÿпе хывать. Вĕсен çемйисене те ăнланушăн пысăк тав. Çывăх çыннисем ĕçĕмĕр хăйнеевĕрлĕхне пула вĕсене яланах килте кураймаççĕ. Пурне те ăнăçу, сывлăх, телей сунатăп.

Çавăн пекех прокуратурăпа налук службин, ШĔМ, ФХС, ФСКН, ФССП управленийĕсен оперативлă подразделенийĕсен ĕçченĕсене ырă сăмахсем каласшăн. Вĕсемпе алла-аллăн тăрăшса кăна Следстви комитечĕ çын прависене, общество, патшалăх интересĕсене ăнăçлă хÿтĕлеме пултарать.

Николай КОНОВАЛОВ

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.