Архив - Апр 2015

апреля 10th

10 Апр, 2015

Çурхи сиплĕ курăксем

Шăнăр курăкĕ çулсемпе сукмаксем, вăрман хĕрринче ытларах тĕл пулать. Унăн çамрăк çулçине суран çине хураççĕ. Вăл ал-урана мĕнпе те пулин кассан, ÿт-пĕве пĕçертсен, шăрпăк кĕртсе пулнă сурана сиплеме пулăшать, ыратнине лăплантарать. Хăмпăланса шăтнă юхан-сурана та шăнăр курăкĕн çулçине хурса çыхаççĕ. Çак эмел курăкĕ ăна сарăлма памасть.

Шăнăр курăкĕ çиме те юрăхлă. Унран тĕрлĕрен салат хатĕрлеме пулать.

10 Апр, 2015

«Хыпар» 61-62 (26713-26714) №. 10.04.2015

10 Апр, 2015

Андриянăмăрăн тĕнчи

Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн /кун пек калани те тĕрĕсех мар - пур халăхшăн/ те, Андриян Николаев - чăн-чăн Çăлтăр. Вăл чăннипех те çак ята тивĕç, пĕтĕм тĕнчипех чăваш çине урăхла пăхтарма пуçлаттарнă А.Г.Николаев вĕçевĕсем.

10 Апр, 2015

Студентсем - сывă пурнăç йĕркишĕн

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ кăçал «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ» тĕллевпе иртрĕ. Çав вăхăтрах уйрăм регион хăйĕншĕн пĕлтерĕшлĕ тематикăна суйласа илме пултарчĕ.

10 Апр, 2015

Чаплă оркестрăн пĕчĕк юбилейĕ

Чăваш патшалăх академи симфони капеллин симфони оркестрне йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ. Тĕрĕссипе, ăна республикăра 1932-1959 çулсенче ĕçленĕ Чăваш патшалăх симфони оркестрĕн тăсăмĕ теме те пулать. Унăн Чăваш Енĕн культура пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

10 Апр, 2015

Пурнăç перекетлеме хистет

Те республика Пуçлăхĕ çуккипе хăйсене çапла ирĕклĕрех туйрĕç - Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче Правительство членĕсенчен пĕри хăйĕн ноутбукĕнче чакаланчĕ, тепри ним именмесĕрех кĕнеке вуларĕ - ĕçтешĕсен доклачĕсене хăлхана чикниех курăнмарĕ те... Тепĕр тесен ку Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ ларура республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерме чăрмантармарĕ.

10 Апр, 2015

Çĕре юратма вĕрентесси - пурин тивĕçĕ те

Ялхуçалăх специалисчĕсене çĕр ĕçĕ пĕрлештерет. Пĕрле тăрăшсан çеç отрасль ÿсĕмлĕ аталанасса вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Шел те, юлашки çулсенче чылай хуçалăхра агроном, зоотехник е ветеринар çук. Механизатор пирки вара калама та кирлĕ мар. Кирлĕ чухне ăна кăнтăр çутинче хунарпа та шыраса тупаймăн. Вун-вун çул каялла хисеплĕ çын шутланнă вăл. Çуркунне çитсен хакĕ татах ÿснĕ. Умĕнче темиçе дипломлă специалист та кăмăллăн пуç тайса: «Ырă çыннăм, тархасшăн, пахча сухаласа парсам. Укçа хĕрхенмĕп», - тенĕ.

Страницы