Çĕре юратма вĕрентесси - пурин тивĕçĕ те
Ялхуçалăх специалисчĕсене çĕр ĕçĕ пĕрлештерет. Пĕрле тăрăшсан çеç отрасль ÿсĕмлĕ аталанасса вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Шел те, юлашки çулсенче чылай хуçалăхра агроном, зоотехник е ветеринар çук. Механизатор пирки вара калама та кирлĕ мар. Кирлĕ чухне ăна кăнтăр çутинче хунарпа та шыраса тупаймăн. Вун-вун çул каялла хисеплĕ çын шутланнă вăл. Çуркунне çитсен хакĕ татах ÿснĕ. Умĕнче темиçе дипломлă специалист та кăмăллăн пуç тайса: «Ырă çыннăм, тархасшăн, пахча сухаласа парсам. Укçа хĕрхенмĕп», - тенĕ.
Эпĕ ача чухне вĕсем килĕрен тенĕ пекехчĕ. Тантăшсем тракториста вĕренме Казахстанри Караганда хулине çитиех каятчĕç. Романтика илĕртнĕ-ши? Тĕрĕссипе, вăл çулсенче профтехучилище республикăра темиçеччĕ-ха. Халĕ вара çукпа пĕрех. Ашшĕ - ывăлĕсене, пиччĕшĕ шăллĕсене руль тытма хăнăхтаратчĕ. Çак ăсталăха шкулсенче те вĕрентнĕ. Ятарлă предмет пурччĕ. Каччăсемпе хĕрсем урока юратса çÿретчĕç. Вĕренекенсен производство бригадинче вăй хума кам кăмăлламан пулĕ тата? Анчах ырă йăла-йĕрке, пуçару пурăна-киле темшĕн манăçа тухрĕ. Ÿлĕмрен çĕнĕрен чĕрĕлĕ-ши вăл? Калама хĕн.
Тăван ялăма - Канаш районĕнчи Атнаша - кайсан çывăх туссемпе иртнĕ тапхăра чĕрене ыраттарса аса илетпĕр. «Тепĕр 10-15 çулран ялхуçалăх епле аталанĕ-ши?» - тесе тарăн шухăша путатпăр. Çамрăксем тĕнче тăрăх салансан çуртсем нивушлĕ хупăнĕç тетпĕр. Хальлĕхе ялта унашкал тÿнтер пулăм сисĕнсех каймасть-ха. Малалла вулас...
Комментировать