Несĕлĕмĕрсем мĕнле калаçнă - çапла пуплет Пил Тымарлан
Амăшĕ ăна Витали тесе чĕнет, çуралсанах çывăх çыннисем çапла ят панă-çке. Ялта ăна "министр" пек пĕлеççĕ. Анчах халĕ тус-юлташĕ Пил Тымарлан тесе чĕнет. Çук, псевдоним мар ку. Паспортра та вăл - Пил Николаевич Тымарлан. Ятне вăл 1997 çулта улăштарнă, Совет Союзĕ вăхăтĕнчи паспортпа çÿрет. Пил Тымарлан Вăрнар районĕнчи Кайри Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ. "Тĕттĕм" ял вăл. Автобусран ансан 6 çухрăм утмалла, пуйăспа килсен - 8 çухрăм. Апла пулсан та Пил Тымарлан çак ял та паян вырăсланма пуçланине палăртать.