Комментировать

9 Апр, 2015

Ĕмĕтленĕр, çырăр, хутшăнăр!

Раççейри Литература çулталăкне тата Пушкин поэзийĕн уявне халалласа Чулхула облаçĕн Культура министерстви 2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче «И пробуждается поэзия во мне» Çамрăк литераторсен слетне ирттересси пирки хыпарлать. Унăн тĕллевĕ - паянхи çамрăк çыравçăсен литературăри пултарулăхне уçасси, яш-кĕрĕме хавхалантарасси. Слета хутшăнакансене (18-35 çулсенчи яшсемпе хĕрсем) виçĕ ушкăнра палăртаççĕ: поэзи, проза тата автор юрри.

Тĕлпулу вырăнĕ - Аслă Болдино салипе Лучинник рашчи хушшинче вырнаçнă кÿлĕ çывăхĕнчи илемлĕ лапам. Шăпах кунта палаткăсен лагерьне йĕркелĕç. Слет программинче: çамрăк литераторсен конкурсĕ, кăвайт умĕнчи каçсем, Болдинăра иртекен Пушкин поэзийĕн уявне хутшăнни, паллă авторсемпе Чулхулари аслă шкул преподавателĕсен мастер-класĕ-семпе лекцийĕсем.

Мероприятие хутшăнакансен йышĕнче пулас тесессĕн Фейсбукри (https://www.facebook.com/groups/773299222745224/) е «ВКонтакте» сайтри (https://www.vk.com/event86635169) слет ушкăнне кĕмелле те çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен хăвăрăн виçĕ хайлавăра (сăвă, проза е аккордсемлĕ юрă тексчĕ) унта вырнаçтармалла. Тĕлпулу эксперчĕ-сем (Чулхулари тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи поэтсем, прозаиксем, бардсем) пултаруллă та хастар 100 çамрăка суйласа илĕç. Чи маттур хĕрсемпе каччăсем Болдинăри конкурсра хăйсене кăтартма пултарĕç, çĕнтерÿçĕсем вара гала-концерта хутшăнайĕç, дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçĕç. Чи лайăх произведенисем «Нижний Новгород» литературăпа ÿнер журналĕнче пичетленĕç.

Çамрăк прозаиксем, поэтсем тата бардсем, вăрах шухăшламасăр хайлавăрсене вулакан-итлекен умне кăларăр. Халĕ шăпах меллĕ те вăхăтлă самант. Тен, телей кайăкĕ шăпах сире суйлĕ. Пушкин тăрăхне çитсе курни, çавăнти сывлăшпа сывлани, хăвăр пекех çыракан çынсемпе тĕл пулса калаçни мĕне тăрать!.. Чи кирли - хăвăр вăя шанни. Ĕмĕтленĕр, çырăр, хутшăнăр! Вара ăнăçу килетех.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.