- Чăвашла верси
- Русская версия
Чĕрĕ туйăм кивелмест, сÿнмест...
Ачалăхпа яшлăхра сăвă çырман çын сайра-тăр. Чунри савăнăç-пăшăрхану йĕркесемпе çаврасене сăрхăнса тухать. Çитĕнерехпе чылайăшĕ пăрахса ярать ку ĕçе. Чăн-чăн сăвăçсемшĕн вара поэзи пурнăç çулне çутатакан маяк пек пулса тăрать. Турă панă пултарулăх тымарланса тарăнланать, çеçке пек илемлĕн çурăлать. Поэт вулакансене чуна витерекен хайлавсем парнелет...
Михаил Сениэль те ача чухнех сăвă шăрçаланă-тăр. Çулсем иртнĕçем те Çилçунат хавхалантарсах тăнă ăна. Калемĕ çăмăллăн тĕрленĕ шурă хут питне. «Ыр çын каять - ыр ят юлать», - тесе ахальтен каламан ваттисем. Поэт хыççăн мĕн юлать? Паллах, сăввисем. Михаил Павлович пирĕнтен уйрăлса кайнă пулин те, аллăмра унăн çĕнĕ кĕнеки. «Яшлăхри пĕр çемĕ» ятлăскер (редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Наталья Васильева) нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курчĕ.
Аслă классенче ăс пухакан хĕрсемпе каччăсене валли хатĕрленĕ кăларăма Михаил Сениэлĕн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисемпе «Яшлăхри пĕр çемĕ» поэми кĕнĕ. Сăвăсене виçĕ ушкăна уйăрнă: «Вальс çеç иртмест, иртмест шкул вальсĕ...», «Поэт юратура чарусăр, çирĕп - тĕнче пĕлменнине пĕлет...», «Пурнăçа Атăл пек эп куратăп...». Поэт яш-кĕрĕме палăртнă тĕллев патне çирĕппĕн те хастаррăн утма, тăрăшса вĕренме, туслăхпа юратăва упрама чĕнсе калать. Ырă шанăçпа хавас кăмăл вара пурнăç кăткăслăхĕсене парăнтарма пулăшĕç. Ахальтен мар кĕнекере ĕç, тăнăçлăх, тăванлăх кĕввисем çĕкленÿллĕ туйăмпа янăраççĕ. Пейзаж сăввисемпе юрату лирики те чĕрĕ, илĕртÿллĕ, хăйне евĕрлĕ сăнарсемпе пуян. Автор чăрсăрланма, шÿтлеме юратнине сисме пултаратпăр. Хĕрÿ туйăмсене те пытармасть вăл. Сăмахран:
Хÿхле, чĕремĕн вут-кăварĕ...
Савни, те йĕмĕм çĕтĕкрен:
«Эп - сан», - тесе сăмах памарĕ.
Туй пулаймарĕ çимĕкре.
Йĕм кантăри салтмарĕ маншăн.
Салтма-и, чуптуса курман.
Кам яшлăхра айван пулман-ши?
Эп пултăм çав тери айван.
(Яшлăхри пĕр çемĕ)
Мĕн-ха вăл - «яшлăхри пĕр çемĕ»? Чĕрĕ туйăм иккен. Вăл вăхăт иртнĕçемĕн те кивелмест, сÿнмест. «Юрату çеммийĕ пулчĕ çемĕ, çавăнпа çĕнетрĕ те чуна», - тет автор. Эппин, кашни вулакан чĕрине вырнаçтăр çав çемĕ. Михаил Сениэль кĕнекинче яшсем те, хĕрсем те хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатнă сăвăсемпе паллашма пултараççĕ. Автор çамрăксен кăмăлне ăнланни, вĕсене мĕн кирлине пĕлни уççăнах сисĕнет. Хаклă тантăшăмăрсем, ку кăларăм - шăпах сире валли!
Комментари хушас