Ӳркевпе çитĕнӳ пулаймĕ

9 Апр, 2015

Вуннăмĕш класра вĕренекен Кристина Кожанова ачаранах спортпа туслă. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе шкулта çеç мар, районта, республикăра та чылай палăрнă. Йĕлтĕрпе чупса, уйрăмах биатлонра маттур вăл. Çак спорт тĕсĕн вăрттăнлăхне алла илме, хăйĕн маçтăрлăхне ӳстерме Кристина Шупашкарти ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен 2-мĕш шкулĕн- чи Виталий Владимир Федотов ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ патне çӳрет.

- Йĕлтĕр çине пуçласа тăваттăмĕш класра тăтăм. Ун чухнех питĕ килĕшнĕччĕ мана. Çавăнтанпа йĕлтĕр спорчĕ патне туртăм вăйлансах пычĕ, - каласа пачĕ Кристина.

Тĕрлĕ ăмăртăва вăл кашнинчех çĕкленӳ-ллĕ кăмăлпа хутшăнать. Çĕнтерӳ патне чунтан ăнтăлаканскерĕн пухмачĕнче вăтăр ытла медаль. Грамотăсемпе дипломсен шучĕ те пысăк. Нумай пулмасть маттур хĕрача Ижевскра иртнĕ çамрăк йĕлтĕр- çĕсен спартакиадинчен çитĕнӳпе таврăннă.

- Çирĕп чунлă вăл. Яланах тĕллевĕсене пурнăçлама тăрăшать, - мухтарĕ Эдуард Александрович тăрăшуллă хĕре.

- Пĕррехинче мана ăмăртăва илсе каясшăн марччĕ. Питех те куляннипе йĕрсех ятăм. Вара вĕрентекенсем хăйсемпе пĕрле илчĕç, - йăл кулса каласа пачĕ Кристина иртнине аса илсе.

Вăл ăмăртусене çӳреме кăмăллать. Кашнине хутшăнма ăнтăлать. Физкультурăпа спорта юратасси мĕнрен пуçланнă-ши? Кристина аппăшĕ спортра хастар иккен. Шăпах унран тĕслĕх илет те вăл. Акă ăçта иккен çитĕнӳсен, спорта юратассин туртăмĕн вăрттăнлăхĕ.

- Пирĕн атте те шкулта вĕреннĕ чухне спортпа туслă пулнă, - пĕлтерчĕ хĕр-упраç. - Эпир аппапа ăна хывнă пуль.

Хул-çурăма çирĕплетмешкĕн Кристина пушă вăхăтра та 15 çухрăм таранчченех чупать. Хăш чухне ăмăр çанталăка пăхмасăрах çухрăмсене парăнтарать. «Ӳркевпе çитĕнӳ пулаймĕ», - тет пике çирĕппĕн.

Спортпа туслашнă хыççăн кăмăл-сипет çирĕпленнине, кăтартусене ялан лайăхлатас килнине палăртрĕ вăл. Чунтан тăрăшни нихăçан та сая каймасть çав.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.