Илемлĕ вулакансем тупăшрĕç

9 Апр, 2015

И.С.Тургенев ячĕллĕ библиотекăра К.В.Иванов çулталăкне халалласа илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Тупăшакансем пурĕ виçĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕринче - 12-14, тепринче - 15-17, виççĕмĕ- шĕнче - 18-22 çултисем. Ăмăрту пуçланиччен ачасемпе вĕрентекенсем тĕрлĕ музыка инструменчĕпе илемлĕ кĕвĕсем каларĕç. Тÿресем чăвашла тата вырăсла вулакансене уйрăммăн хакласси çинчен пĕлтерчĕç.

К.В.Ивановăн «Нарспи» вилĕмсĕр поэмине пĕлмен çын çук ĕнтĕ. Ăмăртура поэмăн сыпăкĕсене чылайăшĕ вуласа пачĕ.

- Мана «Нарспи» поэма питĕ килĕ-шет. Анчах та тĕп сăнарăн, Нарспин, хăтланăвĕсене ырламастăп. Ăна пула тăватă çын пурнăçран уйрăлать. Çав шутра тĕп сăнарăн çывăх çыннисем те. Манăн шухăшпа, ашшĕпе амăшĕ Нарспие тулăх пурнăçпа пурăнтăр тесе качча параççĕ Тăхтамана. Мăшăр юратман çын пулсан та ăна тĕп тумасăрах çак лару-тăруран тĕрĕс-тĕкел тухма пулмастчĕ-и? - терĕ 4-мĕш лицейра вуннăмĕш класра вĕренекен Настя Орлова.

Паянхи кун та çак ыйтăва татса параймаççĕ критиксемпе литературоведсем. Нарспи ĕçĕ-хĕлне ырлакансем те, хурлакансем те пур.

Ачасемпе çамрăксем Нарспие те, Тăхтамана та сăнлакан костюмсемпе тухса сăвăсем вуларĕç. Тĕлĕнмелле пултаруллă маттурсем пуçтарăннă ăмăртăва.

- Эпĕ питĕ тупăшма юрататăп. Сăвăсем вуласси - манăн чун уççи. Пĕр вăхăт Чăваш наци телевиденийĕнче «Бухты-барахты» телепередача ертсе пыраттăмччĕ. Видеокамерăсем умĕнче пулма хăнăхнăран та пуль пĕр хумханмасăр хутшăнатăп конкурса, - мăнаçланса каласа парать 1-мĕш гимназире вĕренекен Анита Павлова. - Тата кăçал Чăваш патшалăх университетĕн-че чăваш филологи уйрăмĕ ирттерекен «Хăвна кăтарт - 2015» ăмăртура пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕм. Çитĕн-сен вара журналист пулма ĕмĕтле- нетĕп, - хăйĕн сăмахне савăнăçлăн вĕçлерĕ çиччĕмĕш класс хастарĕ.

Сăвă вулакансем хушшинче лингвист та тупăнчĕ. Акăлчан, француз, китай чĕлхисене алла илнĕ ĕнтĕ 1-мĕш гимназири пиллĕкмĕш «д» класра вĕренекен Екатерина Урачаева.

- Катя питĕ пултаруллă хĕрача. Ăна «Нарспи» поэма сыпăкне парсанах шăкăртаттарса вĕренме пуçларĕ. «Наталия Васильевна, эпĕ сăвă вĕреннĕ чух манăн куç умне тĕлĕнмелле картина ту- хать», - тет вăл мана. Поэмăри кашни сăмаха куç умне кăларса пĕр такăнмасăр каласа парать вара. Хăйне пур çĕрте те яваплă туять. Халь ĕнтĕ тăрăшсах ют чĕлхесене вĕренет, - мăнаçланса пĕлтерчĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Наталия Васильевна Прохорова.

Мĕн тери талантлă ачасем! Паллах чи маттуррине суйлама йывăр пулчĕ. Çапах та çаксем çĕнтерÿçĕсен йышĕнче:

1) Чăвашла чи лайăх вулакан:

12 - 14: I. Софья Прокопьева (1-мĕш гимнази);

II. Салампи Прокопьева (39-мĕш шкул);

III. Мария Григорьева (61-мĕш шкул);

15 - 17: I. Катя Гордеева;

II. Максим Улбутов;

III. Настя Денисова;

18 - 22: I. 1) Настя Матвеева;

2) Луиза Ильина;

3) Витя Иванов (ушкăнпа вуларĕç, Культура училищи);

II. Раиса Степанова (Культура училищи);

III. Анна Кузьмина (39-мĕш шкул);

2) Вырăсла чи лайăх вулакан:

12 - 14: I. Злата Самарина (1-мĕш гимнази);

II. Софья Смирнова (61-мĕш шкул);

III. Павел Симошкин (2-мĕш шкул);

15 - 17: I. Даня Гурьянова;

II. Мария Улитина ;

III. Юлия Ильина.

Çĕнтерÿçĕсене иккĕмеш тапхăрта та ăнăçу сунатпăр!

Кристина БАЙБАТОРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.