Комментировать

10 Апр, 2015

Студентсем - сывă пурнăç йĕркишĕн

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ кăçал «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ» тĕллевпе иртрĕ. Çав вăхăтрах уйрăм регион хăйĕншĕн пĕлтерĕшлĕ тематикăна суйласа илме пултарчĕ. Пирĕн çĕршывра, çавăн пекех Чăваш хутлăхĕнче, мероприятисене чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе кĕрешмелли наци çулталăкĕпе килĕшÿллĕн çынсене сывлăх сыхлавĕн çивĕч ыйтăвĕсем енĕпе тимлĕхе ÿстерме тата кашнийĕн хăйне упрама кирлине аса илтерессипе çыхăнтарнă. РФ Сывлăх сыхлав министерстви регионсемпе пĕрле «Сывлăхлă пулмашкăн вăхăт» акци йĕркелерĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин медицина профилактики енĕпе ĕçлекен штатра тăман тĕп специалисчĕ Елена Наумова палăртнă тăрăх - сиплевçĕсем çынсене теветкеллĕх факторĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмашкăн сĕнес тата сывлăха упрамашкăн, тĕреклетмешкĕн мĕн тумаллине ăнлантарса парас тĕллевлĕ. «Ыйтăмсен пĕтĕмлетĕвĕсем халăха информаципе тивĕçтересси ÿссе пынине çирĕплетеççĕ, çынсем хăйсене сыхлассине, тĕрĕс апатланассине, хул-çурăма пиçĕхтерессине, тĕрлĕ хускану тума кирлине тивĕçлипе хаклама, сиенлĕ йăларан хăтăлма тытăнчĕç, - тет Елена Анатольевна. - Пĕтĕм Раççей акцине И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн тĕп корпусĕ умĕнчи лапамра ирттернин хăйнеевĕрлĕхĕ пур - çамрăксем - ăнтăлуллă, вĕсемпе пĕрле сывлăх мĕн тери хаклине ăнлантарса парас тетпĕр те ĕнтĕ».

Студентсем чăннипех йышлăн пулчĕç. Чăваш тата вырăс филологийĕн, журналистика факультетĕнче пĕлÿ илекен Анастасия тата икĕ Елена ĕнентернĕ тăрăх- хĕр-тус сывă пурнăç йĕркине тытать. Аслă шкулта иртекен кунашкал мероприятисене пуçаруллă хутшăнаççĕ, спортпа туслă, унсăр пуçне ыркăмăллăх акцийĕсенчен юлмаççĕ. «Апрель уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче университетра донор кунĕсем йĕркелеççĕ. Юн памашкăн эпир яланах хатĕр, хамăр тĕслĕхпе ыттисене те хавхалантаратпăр», - теççĕ вĕсем. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.