Сăмса тутри
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн нумай çул иртрĕ. Ун чухнехи ача-пăча халь самай çулланнă ĕнтĕ. Вĕсем вăрçă çулĕсене нихăçан та манас çук.
...Эпĕ вăрçă вăхăтĕнче - 11-13 çулсенчи хĕрача - 7 çул вĕренмелли шкула çÿретĕп. Çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз ĕçне хутшăнатпăр, ялхуçалăхĕнчи ĕçсене вăхăтра пурнăçласчĕ тесе тăрăшатпăр. 12 çултах лашапа çÿреме, çитĕннĕ хĕрупраçсемпе пĕрле суха тума, сÿре сÿрелеме, утă, кĕлте, тислĕк лавĕсемпе çÿреме пуçларăм. Ялта ватăсем иккĕн-виççĕн пурччĕ тата пĕр инвалид. Каникул вăхăтĕнче пĕр кун сиктермесĕр колхоз ĕçне хутшăннă. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан вара шкула çÿренĕ. Унта учительсем çитместчĕç те /фронта тухса кайнă ĕнтĕ/ - пĕр учителех икĕ класра урок ирттерни те пулкаланă. 5-мĕш класран пуçласах учительсем мана хăйсен вырăнне урок ирттерме шанатчĕç. Класс ертÿçи Елизавета Ефремовна, пире 1-мĕш класран пуçласах вĕрентнĕскер, аслă классенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнчĕ. Вăл пирĕншĕн тăван аннехчĕ, эпир ăна хисеплеттĕмĕр, питĕ юрататтăмăр. Вăл яланах хĕрлĕ тутăрне «майралла» /каялла/ çыхса çÿретчĕ. Унăн нумай çул тĕрлĕ йывăрлăха тÿссе ирттернипе шап-шурах шуралнă çÿçне Мартăн 8-мĕшĕнче, Хĕрарăмсен кунĕнче, çеç курма пулатчĕ. Эпĕ ун чухне вăл çак уява уйрăмах хисепленине çапла палăртать пулĕ тесе шухăшлаттăм. Елизавета Ефремовна пире 7-мĕш класа пĕтеричченех вĕрентрĕ. Малалла вулас...
Комментировать