Кĕркунне çурта хутса ăшăтма пуçлатпăр. Ăшăтакан прибор, кирек мĕнли те, пÿлĕмри сывлăша типĕтет. Типĕ сывлăш вара, ытлашши нÿрĕк пекех, çын сывлăхĕшĕн, пÿртри ÿсен-тăраншăн аванах мар.
Пÿртри сывлăш, ăсчахсем палăртнă тăрăх, нормăпа 40-60: пулмалла. Çакă çыншăн, пÿртри сĕтел-пуканшăн юрăхлă. Ÿсен-тăрана нÿрĕк ытларах кирлĕ - 55-75:. Тăпра типсе каясран чечексене яланах шăваратпăр, çулçăсене шывпа пĕрĕхетпĕр. Çавăнпа чечек нумай пÿлĕмре сывлăш нÿрĕклĕхĕ те пысăкрах. Асăрханă-тăр, ÿсен-тăран нумай çĕрте сывлăш та уçăрах, сывлама çăмăл.
Красноармейски салинчи Васильев урамĕнче çĕнĕ çурт хута каясса кĕтеççĕ. Малтанах ĕçсене çулла вĕçлессе шантарнăччĕ. Кăçалхи çурлан 17-мĕшĕнче тунă контрактпа килĕшÿллĕн 2015 çулхи юпан 30-мĕшĕнче çурта пурăнма юрăхлă туса çитермелле. Унта 7 тăлăха хваттер уççи пама палăртнă.
Халăх чĕринче ĕмĕрех упранакан ятсем пур. Вĕсенчен пĕри - чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ - тăван халăхшăн тăрăшнă Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн асăну кунĕ. Çакна халалланă мероприяти Чăвашра çеç мар, Патриархăмăр çуралнă тăрăхра та, Кăнна Кушкинче, иртрĕ.
Ĕнер, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ пулчĕ. Унта тĕрлĕ саккун проектне пăхса тухрĕç. Ку лару ыттисенчен уйрăлса тăчĕ. Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ Çамрăксен правительствин членĕсем хутшăнчĕç унта. Лару вĕçленсен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк "министрсемпе" "çавра сĕтел" ирттерчĕ.
Ялта тытăнса тăма чылайăшне ĕç çукки чăрмав кÿрет. Вăл пулсан та шалăвĕ тивĕçтермест. Çавăнпах çемье пуçĕсем нухрат тумашкăн аякри хуласене çул тытаççĕ. Чăннипе, хăшĕ-пĕри тăван тăрăхран инçе каймасăрах нухрат туса илме майсем тупать.