Архив - 1 Окт, 2015
Чăваш Ен - савнă енĕм
Кашни çыннăн юратнă кĕтесĕ пур. Вăл уншăн яланах илемлĕ, илĕртÿллĕ, ырă, хăватлă. Мĕншĕн тесен вăл - Тăван çĕршыв, мĕн пĕчĕкрен выляса та кулса ÿснĕ тавралăх. Унăн кашни кĕтесĕ пирĕншĕн çывăх, хăй патне туртакан асамлă вăйпа хăватлă.
Йăмраллă ял, уй-хир, вăрман
Нихçан та каяс çук асран.
Пурте çывăх, пурте тăван,
Илĕртÿллĕ, илемлĕ, пуян.
Йăмраллă чăваш ялĕ… Мĕн кăна тÿссе-чăтса ирттермен-ши вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче!
Ачасен ĕç бригадисен фестивалĕ
Умра – инçет
Пĕчĕккисен тусĕн черетлĕ парни
«Çамрăксен хаçачĕ» 39 (6080) №. 1.10.2015
Савăнăçпа килеççĕ ачасем шкула
2,5 пин тенкĕ шалу илсен те хĕпĕртенĕ
Интернет усă та, сиен те кÿрет
Ĕнер Раççейре Интернет кунне паллă турĕç. Ăна 1998 çултанпа уявлаççĕ. Çавăн чухне тĕнчене ярса илнĕ серепере ларакансен шучĕ 1 миллиона çитнĕ. Кăçалхи май уйăхĕ тĕлне пирĕн çĕршывра пурăнакансен 69% Интернетпа усă курни паллă. Халĕ унта вĕтти те, ватти те вăхăта ирттерет. Пĕри вăйă вылять, тепри экзамена хатĕрленет. Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене шыракан та чылаййăн. Интернет вĕсене тата мĕнпе пулăшать? Унсăр пурăнма май пур-и? Çак ыйтусемпе çамрăксене чăрмантартăмăр.
Мария САМДЕЛОВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки: