Унăн аллинче чĕрчунсем “чĕрĕлеççĕ”

1 Окт, 2015

Тĕлĕнмелле çак илемлĕ ĕçсене курсан пĕр хушă куç илмесĕр тинкеретĕн. Йывăçран хатĕр-хĕтĕр ăсталакансем пирки илтмен мар. Анчах хăйнеевĕррисене, ыттисенчен уйрăлса тăраканнисене, сахал курнă. Çак ĕçсен авторĕ - Йĕпреçре пурăнакан Роман Юрин. 28 çулти çамрăк каланă тăрăх, вăл вĕсене ытларах хăйĕн валли касса кăларать.

Чун киленĕçĕ ача чухнех аталаннă унăн. Роман аса илнĕ тăрăх, вăл пĕрремĕш класра чухнех ăпăр-тапăр ăсталама тытăннă. Ара, вăрманлă тăрăхра çуралса ÿснĕрен йывăçран касса кăларма услови те пур-çке. Çамрăк Йĕпреç районĕнчи Березовка шкулне çул такăрлатнă. Технологи урокĕсенче унашкал ĕçпе аппаланман пулин те пушă вăхăт тупăнсанах алла йывăç тытнă яш. Тĕрĕссипе, кунашкал илемлĕ хатĕр-хĕтĕр ăнсăртран пулать унăн. Нихăшне те ятарласа-шухăшласа туман. Тепĕр чухне кăмăл-туйăмран та чылай килет. Вăрмана кайсан пăлан мăйракине тупнă та ăна ахаль çеç стенаран çакас темен - çак чĕрчун пуçне хăма çине çирĕплетнĕ. Тепрехинче Роман лашана «чĕртнĕ»... Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.