- Чăвашла верси
- Русская версия
Савăнăçпа килеççĕ ачасем шкула
Ирхи сакăр сехет çитеспе Савăнăç ятлă урхамах Платкаран Иккасси ялне пырса кĕчĕ. Автомобиль кустăрмиллĕ урапана вăл çăмăллăнах туртни сисĕнет. Урапа çинче - ачасем. Вĕсем хăйсен «транспорчĕпе» кунсерен çапла вĕренме çÿреççĕ. «Шкул автобусĕ» программа ăнăçлă хута кайнине шута илсен Шупашкар районĕнчи Платка ачисене лашапа турттарни тĕлĕнтермĕшпе танах. Çакна хам куçпа курса ĕненмешкĕн иркÿлĕм шкул умне çитсе тăтăм.
Платкара пурăнакан Галина Соколова 5 çул ĕнтĕ лашипе Иккассине кунне иккĕ хутлать: ирпе ачасене шкула леçет, уроксем хыççăн кайса илет. «Утчăр-иç, эпир те çуранах çÿренĕ», - теме те пулать-ха. Анчах нумай ачаллă хĕрарăмăн çапла калама чĕлхи çаврăнмасть. «Пĕчĕкскере шел, уйра çухалса кайĕ тата. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне пĕчченшерĕн çÿремен, вуниккĕн утаттăмăр», - иртнине аса илчĕ вăл. Унăн хăйĕн пепкисем ÿссе çитнĕ ĕнтĕ, мăнукĕ Настя 3-мĕш класа çÿреме тытăннă. 2 çулти Никита та аппăшĕнчен юлман. Лашапа ярăнасси уншăн ыйхăран та пахарах. Настьăпа Никита - Ларисăн ачисем. Амăшĕ Куславкка районĕнче ĕçлесе пурăнать, тĕпренчĕксене кукамăшĕ пăхать. «Мăнуксем патне туйăм раснарах, хамăн ачасенчен те ытларах юратнăн туйăнать», - пытармарĕ Галина Октябрьевна. Вăл çут тĕнчене 7 пепке парнеленĕ. Анчах 2-мĕшĕ 9-та чухне путса вилнĕ. Çапла мăшăрĕпе иккĕшĕ 6 ача пăхса çитĕнтернĕ. Малалла вулас...
Комментировать