2,5 пин тенкĕ шалу илсен те хĕпĕртенĕ
Шупашкар районĕнчи Чурачăкри шкулта право, обществознани, истори предмечĕсене вĕрентекен Наталия Соловьева - кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисен йышĕнче. Тăван шкула ĕçлеме килни уншăн темрен те паха. Кунти учительсем ăна ăс парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма пулăшнă-çке, халĕ вĕсемпе пĕр коллективра тăрăшать ав.
Наталия Александровна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш чĕлхипе культурологи факультетĕнче вĕреннĕ. Çак çула суйламашкăн ăна чăвашлăх туйăмĕ хистенĕ. «Хамăрăн йăх-несĕлсемпе мăнаçланнă эпĕ. Тăван чĕлхе çинчен тарăнрах пĕлес, чăвашлăха усă кÿрес килчĕ. Халĕ вырăсланса кайрăмăр-çке», - палăртрĕ çамрăк педагог. Куçăн мар майпа вĕренсе ăслăлăха парăнтарнă вăхăтра тепĕр профессие - повар-кондитера - алла илме ĕлкĕрнĕ вăл. Тутлă апат-çимĕç янтăласси - унăн чун туртăмĕсенчен пĕри. Уйрăмах вăл салат хатĕрлеме, çимĕçсене хитрелетме юратать. Тепĕр киленĕçĕ - пысăк хăвăртлăхпа пырасси. Çăмăл машинăпа çÿреме хăнăхнăскер инçе çула парăнтарма шикленмест. Малалла вулас...