Умра – инçет

1 Окт, 2015

Хамăн тĕп ĕçри отпуск кунĕсене ахаль, ним тумасăр ирттерес марччĕ текен шухăш çирĕпленсе çитрĕ.

Иртнĕ юлашки икĕ çулта аякри тăрăхсенче пулма тиврĕ. Авточарăну /автостоп/ меслечĕпе Тăван çĕршывăн пысăк утравĕсенчен пĕрин çине Сахалина та çитрĕм. Çутçанталăк пуянлăхĕпе чапа тухнă утрав тĕлĕнмелле хитре! Унăн çыранĕсене Япони тата Охотски тинĕсĕсем хăйсен хумĕсемпе лăпкаççĕ. Тепĕр чухне вĕсене тинĕссен хăватлă хумĕсем самаях силлеççĕ те. Утрав ячĕ те тĕлĕнмелле пулса кайнă. Амур юханшывĕн маньчжурла ячĕ - «Сахалян-Улла». Çак чĕлхерен куçарсан «Хура юханшывăн чул хысакĕсем» тени пулать ĕнтĕ вăл. Тĕлĕнмелле ят. Кунта курса çÿрени пирки эпĕ «Тантăш» хаçатпа «Самант» журнал тусĕсене хăйсен юратнă кăларăмĕсенчен пĕрисенче каласа панăччĕ те. Çулçÿревре тунă сăнÿкерчĕксемпе те паллаштарнăччĕ.

Хальхинче вара Азие велосипедпа çула тухас шухăш тĕвĕленчĕ. Нумай хулапа яла курас, сăрт-тусен илемĕпе паллашас, çутçанталăк капăрлăхĕпе савăнса киленес, уй-хир пуянлăхне, çеçенхирти вăштăр çилĕн пăшăлтатăвне туяс туртăм чылайранпа канăç паманранах пухăнса пычĕ çак илĕртмĕш ĕмĕт. Ку çеç те мар пуль. Хамăн тĕп ĕçпе çыхăнни ытларах вăй илни те хистерĕ инçе çула тухма. Нумай-нумай хула çурчĕсен архитектурине курса савăнас, вĕсен илемне куç умĕнче тытас килнĕрен, мăнаçлă çĕршыври паллă çынсен тăрăхĕсенче пулнине яланлăхах асра хăварас тĕллевпех çула пуçтарăнтăм. Умра - инçет. Пире, виçĕ уйрăлми туса, Сăрт-туллă Алтай, Монголи, Китай… чĕнет. Вăхăт тивĕçтерсен - Тибет, Вьетнам, Лаос, Таиланд, Индонези. Тен Австралие те çитме май килĕ.

Евгений ФЕДОРОВ, архитектор.

Санкт-Петербург - Шупашкар.

СĂНŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: Сăртлă-туллă Алтай илемĕ - куç тулли; Çак йĕркесен авторĕ /сулахайри/ тата çулташĕ.

/Çулçÿрев материалĕсемпе «Тантăшăн» çитес кăларăмĕнче паллашăр/.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.