Кашни урокра - çĕнни

1 Окт, 2015

Чăваш чĕлхипе литературине ачасем юратса вĕренеççĕ. Пурнăç аталаннă май, вĕренÿ программи те улшăнса пырать. Учительсем те хăйсен ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Ку шкул ачисенче тăван чĕлхене тарăнрах пĕлес туртăма самай вăйлатать. Шăпах çак тĕллевпе ĕнтĕ хула çывăхĕнчи шкулта ятарлă стажировка иртрĕ.

Мероприятие республикăри Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ. Унта Шупашкар тата Çĕрпÿ районĕсен шкулĕсенчи тăван чĕлхепе литература учителĕсем хутшăнчĕç.

Шкул ачисем ытти учительсен урокĕсенче тĕлĕнмелле хавхаланса та тимлесе ларни кашнине тĕлĕнтерчĕ. Вĕсенче çунатлă хавхалану вĕресе тăчĕ тейĕн. Классенче И.А.Фомина «Литература юррисем, вĕсенче илемлĕх курма вĕрентесси», А.В.Волкова «Çĕнĕ технологипе усă курса «Йывăçсем» темăна вĕрентесси», С.Ю.Ефимова «Ача-пăча сăмахлăхне пиллĕкмĕш класра вĕрентесси», А.В.Ишова «Çĕнĕ технологисемпе усă курса В.Агеевăн «Чăваш вăййи» ÿкерчĕк-не тишкересси, сочинени çырасси», Л.Ю.Николаева «Пайăр ятсене вĕрентнĕ май кулленхи вĕренÿре усă куракан ĕç-хĕле йĕркелесси», Н.Д.Васильева «Сывлăха упрас тесен мĕн тумалла?» темăсемпе ирттернĕ ăсталăх урокĕсенче ачасем нумай çĕннине пĕлчĕç. Çак туртăм вĕсенче татах та пурри кашнин пит-куçĕнче палăрчĕ.

Тутаркасси шкулĕнче вăтăр çул тăрăшакан Альбина Валентиновна Ишова кунта тĕлĕнмелле чаплă музей класс йĕркеленĕ. Учитель кунта пултарулăх лабораторийĕ пек усă курать. Дидактика материалĕсем, кăтартупа техника хатĕрĕсем, компьютер, кĕнекесем, чăваш хаçат-журналĕ яланах ал айĕнче. Вĕсемпе педагог тăтăшах усă курать. Чăваш халăхĕн уяв çи-пуçĕ, тумтирĕ, хĕрарăм капăрлăхĕ, авалхи савăт-сапа, пир-авăр япалисем музей класра хăйсен тивĕçлĕ вырăнĕсене тупнă. Ку пĕтĕмпех ачасене чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури урокĕсене ирттернĕ чухне усă куракан паха кăтарту хатĕрĕ пулнине палăртрĕ Альбина Валентиновна.

Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ А.С.Егорова ăсталăх урокĕсем курăмлă та пахалăхлă иртни, вĕрентÿре хальхи тата çĕнĕ технологисемпе усă курни питех те вырăнлă пулнине, вĕсем çамрăк учительсене кирлине палăртрĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,

«Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕн ертÿçи.

Шупашкар районĕ,

Тутаркасси шкулĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: «Тата мĕн интересли пулĕ-ши?» - кĕтет кашни вĕренекен урока çĕнĕ технологипе ирттерекен учительтен.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.