юбилейсем

10 Раштав, 2018

Оринин халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе пĕр ĕмĕр çитнĕ

Муркаш район администрацийĕ Оринин халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине пĕлтерет. Уяв каçĕ Александр Пушкинăн «Борис Годунов» трагедийĕнчи пĕр сыпăкне кăтартнинчен пуçланнă. Çак ĕçе шăпах 100 çул каялла сцена çине кăларнă.

Оринин халăх театрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те ĕçленĕ. Вырăнти артистсем халăха çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарнă.

16 Чÿк, 2018

Калас сăмахĕ пур-ха: Вера Кузьминан юбилей каçĕ иртрĕ

Вера Кузьминична Кузьмина. СССР халăх артистки. Çĕршыври чи чаплă, сумлă ята тивĕçнĕ Чăваш хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ.

Pages