«Çынпа çын пек пулма тăрăшрăм»

20 Нарăс, 2019

Елчĕкре пурăнакан Мария Диомидовна Абрамова вăрçă ветеранĕ çак кунсенче 100 çул тултарнă.

Вăл Патреккел ялĕнче 5 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл ачасенчен чи асли пулнă. Шкул пĕтерсен Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Унтан Шуршу, Патреккел, Аслă Елчĕк шкулĕсенче кĕçĕн класра вĕренекен ачасене пĕлÿ панă.

1943 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче çамрăк учителе вăрçа илсе кайнă. Мускав хулине сывлăшран тапăнса кĕресрен хÿтĕлекен фронта лекнĕ. Кунта вĕсене прожекторпа ĕçлеме хăнăхтарнă.

Вăрçă хыççăн Мария Диомидовна Таяпа Энтри каччипе Владимир Щипцовпа пĕрлешнĕ. Анчах çемье телейне курайман хĕрарăм, 35 çултах упăшкинчен тăлăха юлнă. Кĕçĕн ывăлĕ çуралнă кун мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ.

Вăрçă ветеранĕ паян ывăлĕпе Бориспа тата кинĕпе пурăнать. «Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех тирпейлĕ те тÿрĕ, тĕрĕс пурăнма, хама яланах алăра тытма, çынпа çын пек пулма тăрăшрăм», — тет вăл.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Комментари хушас