Кульцаври вăрçă ветеранĕн юбилейне уявланă

16 Кăрлач, 2019

Çак кунсенче Вăрнар районĕнчи Кульцавра пурăнакан вăрçă ветеранĕ Иван Киселов 95 çулхи юбилейне паллă тунă.

Иван Ефремовичăн кун-çулĕ çăмăл пулман. 1943 çулта йĕкĕт Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Çĕпĕрти гварди дивизине янă. Пĕрремĕш çапăçурах хăюллăх кăтартнă вăл, «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. «Ельня» станцийĕшĕн пынă кĕрешÿре палăрнăшăн III степень Мухтав орденне илме тивĕçнĕ. Смоленск, Орша хулисене фашистсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Латвири çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн вара Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илнĕ. «Эпĕ чи малтан юхан шыв урлă çар хатĕрĕсем каçарса оборона йышăнтăм. Хаяр çапăçура манăн çар хатĕрĕ сиенленчĕ. Ăна эпир çĕрле нимĕçсен аллинчен тенĕн туртса илтĕмĕр, — аса илет çав тапхăра ветеран. — Пуçран аманнă хыççăн медсанбатра сиплентĕм. Сывалсан каллех çапăçăва кĕтĕм. Фашистсене Балтика тăрăхне хăваласа кайрăмăр. Тинĕс хĕрне хĕссе пытăмăр. Нимĕçсен тек каялла чакайманнипе парăнчĕç. Çакă маншăн чи телейлĕ кун пулчĕ. Чĕрĕ-сывă юлнишĕн савăнатăп. Вăхăтсăр пуç хунисем те пирĕн чĕререн тухмĕç, вĕсене чи çывăх юлташсем пек асăмран кăлармăпăр».

Вăрçăран таврăнсан Иван Киселев Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн ветеран пĕчченех пурăнать. Виçĕ ывăлĕ çемйисемпе час-часах хăнана килеççĕ, пулăшаççĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас