Оринин халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе пĕр ĕмĕр çитнĕ

10 Раштав, 2018

Муркаш район администрацийĕ Оринин халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине пĕлтерет. Уяв каçĕ Александр Пушкинăн «Борис Годунов» трагедийĕнчи пĕр сыпăкне кăтартнинчен пуçланнă. Çак ĕçе шăпах 100 çул каялла сцена çине кăларнă.

Оринин халăх театрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те ĕçленĕ. Вырăнти артистсем халăха çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарнă.

Халăх театрĕ республика конкурсĕсенче нумай хут малтисен йышне кĕнĕ. Кăçал та театр пултарулăхĕн «Асамлă чаршав» фестивалĕнче П.Осипов пьеси тăрăх хĕтĕрленĕ «Икĕ каччăн пĕр шухăш» спектакльпе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Аркадий Андреев «Чи лайăх режиссер» ята тивĕçнĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА. Car.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас