юбилеи

14 Çĕртме, 2018

Архив служби – 100 çулта

Раççей патшалăх архив службине туса хунăранпа кăçал — 100, унăн Чăваш Республикинчи тытăмне йĕркеленĕренпе 95 çул тултарать: 1918 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Канашĕ «РСФСРта архив ĕçне реорганизацилесси тата централизацилесси çинчен» йышăннă декрет çĕршыври унăн учрежденийĕсен хальхи тытăмĕн никĕсне хывнă.

17 Чÿк, 2017

Патăрьел районĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсене чысларĕç

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне Патăрьел районĕнче пурăнакансем питĕ сумлăн паллă турĕç. Ку уява вĕсем пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç. Унсăр пуçне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çав кун районта çĕнĕ 3 объект уçăлнипе те асра юлчĕ.

20 Кăрлач, 2017

Ман сассăм та тĕнчешĕн юлĕ...

Эпĕ 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнă тата аннен пĕрремĕш тата юлашки ачи. Ун чухне вăл вăтăр çулта пулнă, йывăрпа çăмăлланнă чух хирурги операцийĕ тума тивнĕрен вăл урăх нихăçан та ача çуратайман. Мана, анне варĕнче кирлĕ пек выртманран, тухтăрсем хутшăннипе вăйран кайнăскере, часах вилет тесе шутланă. Тăвансемпе çывăх çынсен пĕр шухăш çеç пулнă: ача тĕне кĕмесĕр ан вилтĕрччĕ. Çавăнпа та çав кунах, çуралнă хыççăн икĕ сехетренех, хĕллехи сивĕ каç мана ял чиркĕвне тĕне кĕртме çĕклесе кайнă. Чăваш тияккăн, авалхи тĕн йĕркисене чухлаканскер ахăр, çапла каланă: "Ашшĕ ятне парар ăна, тен, чĕрĕ юлĕ..." Ку çакна пĕлтернĕ: вилĕм йыхравçи Эсрел ман чуна илме килсен пĕр пек икĕ ятра тÿрех ăнкарса илеймест; çав вăхăтра ырă турра Пÿлĕхе парне парсан усал вăя пĕтерме пулать...

30 Раштав, 2016

Паллă журналистăн ĕçĕсем пархатарлă

Вăл — журналист та, публицист та, куçаруçă та, тĕпчевçĕ те, редактор та, общество деятелĕ те. Сăмах — РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Леонтьев журналист пирки.

Pages