Комментари хушас

7 Ака, 2017

Ырă ĕçшĕн пĕр ĕмĕр вăрăм мар

«Советская Чувашия» хаçат хăйĕн пиччĕшĕ — «Хыпар» хаçат — хыççăн утăм хыççăн утăм туса пĕр ĕмĕре çитрĕ.

Унăн историйĕ 1917 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Чебоксарская правда» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа пуçланать. 1925 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнчен РКП /б/ Чăваш обкомĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн партин Улатăр уес комитечĕн тата уес ĕçтăвкомĕн пичет органĕн — «Трудовая газета» хаçатăн — никĕсĕ çинче республика шайĕнчи общество-политика хаçачĕ тухма пуçланă. 1929 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕччен вăл Улатăрта республика тата уесăн пĕрлештернĕ кăларăмĕ пек тухса тăнă. Çав çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчен Шупашкарта «Красная Чувашия» ятпа тухма пуçланă. Паянхи ятне 1952 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче илнĕ.

Унăн «лаççинче» пултаруллă журналистсем туптаннă: аслă ăрурисем ĕçе тин çеç пуçăннисене хăйсен опытне панă, лешĕсем пысăк опытлисене хăйсен çунатлă çамрăклăхĕпе хавхалантарса тăнă, пĕрне пĕри пулăшса малалла ăнтăлнă.

Хаçата тĕрлĕ çулта 26 çын ертсе пынă. Çав шутра: Карл Грасис, Михаил Морозов, Валентин Смирнов-Ульяновский, Тимофей Ахазов, Алексей Студенецкий, Михаил Семенов, Михаил Иванов, Исаак Кириллов, Николай Максимов, Африкан Соловьев тата ыттисем те. 2013 çулхи утă уйăхĕнче «Советская Чувашия» хаçат» АУО директорне-тĕп редакторне Владимир Васильева çирĕплетнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.