Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кĕтекен статьясене тĕлĕкре те кураттăм»
Хăйĕн çинчен каласа кăтартнă чухне: «Журналист мар-тăк космонавт пулаттăм», — терĕ те — çырас туртăмĕ ăна космоса вĕçсен те канăç памĕччĕ-тĕр. Ачаллах вăраннă пултарулăх çитĕнсе çитсен профессие çаврăнни, пурăна киле ăна урăххипе улăштарманни хăех çак çыншăн журналистика кун-çул тĕшшине тĕвĕлекен пĕлтерĕшлĕ пайсенчен пĕри пулнине çирĕплетет. Сăмахăм — Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн ертÿçи, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Петрович КОМИССАРОВ çинчен.
Кĕçĕн Шетмĕсен тăванран та тăван çынни
Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн, Шупашкар хулин гербĕпе ялавĕн авторĕ, Чăваш халăх художникĕ, Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, Пĕтĕм Раççейри Геральдика обществин хисеплĕ член-корреспонденчĕ Элли Юрьев çинчен статьясемпе очерксем кăна мар, кĕнекесем те пи
Юрий Артемьев: «Чăнлăх ĕмĕлке ÿкермест - ун çумĕнче суя пытанаймасть»
Чăваш Енри паллă критикпа, литературоведпа, филологи ăслăлăхĕсен докторĕпе, профессорпа, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе, РФ професси енĕпе аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе Юрий Артемьевпа тĕл пулса калаçма пысăк сăлтав пулчĕ. Кăрлачăн 30-мĕшĕнче вăл 75 çул тултарчĕ.
- Юрий Михайлович, эсир - Сиккасси ывăлĕ. Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕ пирки «культура утравĕ» теме те пулать. Эсир çак шухăшпа килĕшетĕр-и?