Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кĕтекен статьясене тĕлĕкре те кураттăм»

15 Пуш, 2016

Хăйĕн çинчен каласа кăтартнă чухне: «Журналист мар-тăк космонавт пулаттăм», — терĕ те — çырас туртăмĕ ăна космоса вĕçсен те канăç памĕччĕ-тĕр. Ачаллах вăраннă пултарулăх çитĕнсе çитсен профессие çаврăнни, пурăна киле ăна урăххипе улăштарманни хăех çак çыншăн журналистика кун-çул тĕшшине тĕвĕлекен пĕлтерĕшлĕ пайсенчен пĕри пулнине çирĕплетет. Сăмахăм — Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн ертÿçи, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Петрович КОМИССАРОВ çинчен. Паян ăна редакци тĕпелне йыхравлама хистекен сăлтав сумлă ĕçтешĕмĕр 60 çул тултарни кăна мар, унăн професси хальхи пиçĕлĕхĕнче «Хыпарăн» /ун чухне — «Коммунизм ялавĕн»/ витĕмĕ-тÿпи пурри те.1979 çулта М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухсан Елчĕк ен каччи Чăваш Ене таврăннă та «Коммунизм ялавĕн» корреспондентĕнче ĕçлеме тытăннă. Тăхăр çулта çивĕч статья сахал мар калăпланă, тавракурăмне анлăлатса чăн-чăн калемçĕ пулса тăнă. Паян вăл —самана таппинчен юлмасăр, малашлăха шанчăклăн утакан кĕнекеçĕ те.

— Валерий Петрович, çын пурнăçĕ еплерех йĕркеленесси ачалăхран та килет. Вулакан умĕнче чуна уçма хăвăр çут тĕнчене килнинчен тытăнсамăр.

— Елчĕк районĕнче Яманчÿрел ялĕ пур, Чăваш Енĕн Тутарстанпа кăнтăр енче чикĕленекен вырăнта вăл. Маншăн — тĕнчери чи илемлĕ те лăпкă вырăн, кун-çул сăпки. Ултă теçетке çул каялла Алтаттин кунĕнче /пуш уйăхĕн 14-мĕшне халăхра çапла калаççĕ вĕт/ çуралнă эпĕ. Аслисем çак куна яланах сăнанă: урамра автан сăхмалăх шыв пур-тăк çав çул тыр-пул ăнса пулать тенĕ.

Ачалăхăма аса илсен пĕчĕк чухнех çитĕннĕ çынсемпе тан пилĕк авса ĕçлени куç умне тухать. Хиртен лавпа улăм, кĕлтесем турттараттăмăр. Колхозăн кирпĕч завочĕ пурччĕ — унта тăм турттарма 5-6-мĕш классем хыççăнах хутшăннă. Каярах, 14 тултарсан, çапнă кирпĕче вагонеткăсене тиесе кăмака патне сĕтĕрнĕ. Тата каярах вара хамăр ялтан 20 çухрăмсенче вырнаçнă Элекçей Тимешри кирпĕч заводне ĕçлеме çÿренĕ. Калама çук йывăрччĕ паллах, анчах çуллахи каникулта килте ларасси намăс пек туйăннă пирĕншĕн. Тыткаламалăх укçа ĕçлесе илнипе хавхаланаттăмăр. Шалăвне самаях тÿлетчĕç тата. Аттепе анне — Петр Кондратьевичпа Анастасия Васильевна — шкулта ĕçленĕ, иккĕшĕ те — педагог. Нихăçан та хăйсен ачисене йывăр ĕçрен пăрас темен. Тантăшĕсенчен хăйсене раснарах тытасси çичĕ ачинчен пĕрин те пулман.

— Хĕрÿ ĕçре тăрмашнă тетĕр, хаçат-журналпа çыхăну тытма епле вăхăт тупнă?

— Атте историкчĕ. Таврапĕлÿпе çав тери интересленетчĕ, ку темăпа темиçе кĕнеке кăларма пултарчĕ. Хăй вăхăтĕнче тата «Комсомольская правда» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ те пулнă. Чăнахах, журналист туртăмĕ аттерен куçнă-тăр.

Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Георгий Рахмуллин шкулта юнкорсен кружокне йĕркеленĕччĕ — унта çÿренĕ май 4-5-мĕш классенчех район хаçатне, республикăри ача-пăча валли тухакан «Пионер сассине» заметкăсем çырма пуçларăм. Пулас професси тĕлĕшпе аттепе çыхăннă урока та ĕмĕрне манмастăп. Пĕррехинче район хаçатне «Сехете хуçине тавăрса панă» материал ярса патăм. Пĕрремĕш страницăрах пичетлесе кăларчĕç ăна. Ĕçĕ çапларах пулнăччĕ. Атте шкул директорĕччĕ çав çулсенче. Атăкçырмири пуçламăш шкула хăйĕн ĕçĕпе кайнă та — каялла çуран таврăннă чухне аллинчи сехечĕ вĕçерĕнсе ÿкнĕ. Тепĕр кун аслăрах ачасем пирĕн ялти шкула килме тухсан тупнă çавна. Аттен сехетне палласа илнĕскерсем ăна çийĕнчех тавăрса панă. Çакăн çинчен хаçата çырса ярассине аттене пĕлтермен çав — районти канашлура тĕл пулсан публикацие вуланă ĕçтешĕсем йĕкĕлтешкеленĕрен кăмăлсăр пулнăччĕ вăл. Ÿлĕмрен мĕн те пулин çырас тесен хăйĕнпе канашлама хушнăччĕ.

Ача чухне çырнă тепĕр кăсăклă материал та асрах. Шкулта тăхтавсенче янраттаракан шăнкăрав историйĕпе интересленсе тĕпчевлĕ статья çырнăччĕ. XIX ĕмĕр пуçламăшĕнчех шăратса кăларнăскер мĕнле майпа лекнĕ пирĕн шкула? Шăнкăрав урлă шкул пĕтĕм пурнăçне çутатнă материала “Хатĕр пул!” радиокăларăма ярса патăм. Унăн редакторĕ Валентина Минеева çыру ячĕ: манăн корреспонденци питĕ килĕшнĕ иккен, ăна эфирта хамах вулаттарасшăн, Шупашкара йыхравлать. Инçе çула кĕскетсе Елчĕкрен Шупашкара вĕçтертĕм. Елчĕке пирĕн ялтан 30 çухрăма яхăн — çав çула çуран утрăм.

— Шкул ÿсĕмĕнчи чун киленĕçĕ специальноçа çаврăннă апла.

— Паллах, анчах аслă классене куçиччен Андриян Николаев космонавт çулĕпе каяс кăмăл канăç памастчĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрман техникумне вĕренме кĕтĕм. Икĕ уйăх майлă нушаллă иртрĕ — ниепле чун лăпланмарĕ. Темĕскер çитместчĕ пек. Таврăнтăм вара ялах, Лаш Таяпара вăтам шкул пĕтертĕм. Ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм. Çав тери пултаруллă преподавательсемччĕ пирĕн: Иван Тенюшев, Михаил Федотов, Николай Петров, Александра Канюкова, Владимир Канюков, Елизавета Васильева, Иван Павлов, ыттисем. Вĕсем панă пĕлÿ малашнехи çула хывма пулăшнă.

— Çĕршыври паллă вуза — Мускав патшалăх университетне — вĕренме каймашкăн сире ахальтен суйламанах — ахăртнех, хăвăр та чи тăрăшуллă студент пулнă.

— Эпир виççĕмĕш курсра чухне наци кадрĕсене хатĕрлесси пирки ЦК йышăнăвĕ тухрĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăксене çĕршывăн тĕп хулинчи аслă шкула кашни республикăранах йыхравласси çавăнпа çыхăннă. Çапла эпĕ те “суйласа илнисен” йышне лекрĕм. Специальноç алла илме май паракан аслă шкул кăна мар, пурнăç университечĕ пулнă вăл пирĕншĕн. Унта пĕрле вĕреннĕ туссемпе, вĕсем тĕрлĕ-тĕрлĕ регионта пурăнаççĕ пулин те, халĕ те çыхăну тытатпăр.

— Паян Мускавра вĕренсе алла диплом илнĕ çамрăк ентешсен йышĕнче тăван тăрăха таврăнакан сахал. Эсир те пысăк хуларах юлма пултарнă-çке.

— Çапла, аслă пĕлÿ илсен МПУрах аспирантурăра вĕренме шухăш пурччĕ /маларах кайса çакна калам: вăхăт иртсен пурпĕрех наука кандидачĕн диссертацине унтах хÿтĕлерĕм/. Анчах тăван ене килсен кунта ĕçе вырнаçсанах хваттерлĕ пулма май пурри çинчен илтрĕм. Çапла Мускавпа сывпуллашса Шупашкара килтĕм. “Коммунизм ялавĕ” хаçат корреспондентĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Пултарулăха профессионал шайĕнче туптасси çавăн чухне пуçланчĕ.

— Чăвашсен тĕп хаçатĕнчен кайнăранпа та вăхăт чылай иртнĕ ĕнтĕ — 20 çул ытла. Çапах ку тапхăр тĕлĕшпе асра çирĕп çырăнса юлнă самантсем пурах-тăр.

— Çав тери культурăллă, ăслă та анлă тавракурăмлă фронтовик ĕçтеш чылайччĕ: яваплă секретарь Владимир Петров, культура пайĕн пуçлăхĕ /маларах редактор та пулнă/ Михаил Якимов... Куллен тухакан хаçатра тăрăшакансен йышĕ самаях пысăк пулнăран пичете хатĕр материалсем “черетре” чылай купаланса каятчĕç. Çак ÿкерчĕк — стеллаж çинче ман хушамат тĕлĕнче оригиналсем выртни — хаçатран кайсан тĕлĕкре те курăнатчĕ. Çакă алла калем тытман вăхăтсенчи чунри хирĕçÿлĕхе пĕлтернĕ-тĕр.

— Журналистсен союзне ертсе пыраканăн ĕçĕ канăçсăррине чылайăшĕ чухламасть те.

— Чи малтанах эпир тĕрлĕ май-меслетпе республикăшăн пĕлтерĕшлĕ кĕнекесем кăларни çинчен каламалла-тăр. Чи сумли — “Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ”. Журналист хăй ĕçленĕ тапхăрта такам, темĕн çинчен те çырать. Хăйĕн çинчен пĕлтересси — йăлара мар. Çак тĕрĕсмарлăха сирес тĕллевпе хатĕрлесе кăлартăмăр та ку энциклопедие. Ĕçтешсем çинчен маларах “Журналисты Чувашии”, “Городские и районные газеты Чувашии” кĕнекесем пичетленнĕччĕ. Халĕ ав уйрăм авторсен ĕç-хĕлне çутатакан кĕнекесем те кăларасшăн. Çĕнĕ Шупашкар хулин “Грани” хаçатĕнче чылай çул ĕçленĕ Светлана Смирновăн материалĕсен пуххи — “Сто удивительных встреч” — ку ярăмăн пуçламăшĕ пулчĕ.

Паллах, общество организацийĕ пулнă май пирĕн патшалăх укçи-тенкине шанса ларма çук. Кĕнекесем кăларма тĕрлĕ конкурса хутшăнса грантсем çĕнсе илни пулăшать.

— 2005 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнче те тăрăшатăр. Рынок тапхăрĕнче конкуренци вăйли предприятин ят-сумне çĕклеме ура хумасть-и?

— Çак ĕçе пуçăнсанах, издательство мĕнешкел йывăрлăхра пулнине пĕлсен — пуç çаврăнса кайнăччĕ: панкрута тухас умĕнхи лару-тăруччĕ те-ха. Сапаланса вырнаçнă офиссем, чухăн лавккасем... Майĕпен йĕркелесе пырса тĕп хулара виççĕмĕш лавкка уçма май тупрăмăр. Кÿршĕ регионсемпе çыхăну тупрăмăр.

Конкуренци тенĕрен, пирĕн предприяти кăларакан продукци — республика бренчĕ шайĕнче. Ĕçтешсем ăста пулнăран кĕнекесен пахалăх шайĕ пирки иккĕленместĕп. Лайăххин чикки çук теççĕ — хальччен тунă ĕçсемпе, паянхи çитĕнÿсемпе лăпланса лармастпăр. Çĕнĕлле хайлавсем шыратпăр, хальч­чен палăрсах кайман авторсен ĕçĕсене тишкеретпĕр-тĕпчетпĕр. Çирĕплетсех калатăп: лайăх хайлав нихăçан та тусан пухса выртмасть, ăна пичетлесе вулакан патне çитерме май тупатпăрах.

— Ĕçре хăвăрăн вырăнăра тупнă эсир. Çынна телейлĕ пулма кил-йышри татулăх та кирлĕ-çке.

— Мăшăрăмпа икĕ ывăл çитĕнтертĕ­мĕр. Асли Дмитрий И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра программист специальноçне алла илчĕ. Игорь Мускаври Пичет университечĕн цифрăллă тытăмсен факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Иккĕшĕ те салтака кайса килчĕç, халĕ ĕçлеççĕ. Вĕсем те çемьеллĕ ĕнтĕ, мăнуксем парнелерĕç. Мăшăрăм Луиза Константиновна суд тытăмĕнче ĕçлет. Апла пулин те кил ăшшине упраканĕ — вăлах.

— Туслă çемьере малашне те пархатар курма ырлăх-сывлăх сунатпăр сире, Валерий Петрович. Палăртнă тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме мехел çитсе пытăр!

— Тавах ырă сăмахшăн.

Ирина ПУШКИНА калаçнă

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.