Поэтăн ылтăн капанĕ
Çак тăватă йĕркене Юрий Сементер 15 çул каялла çырнăччĕ. Акă ĕнтĕ Чăваш халăх поэчĕ хăйĕн 75 çулне те паллă турĕ. Янравлă та сумлă сăвви-юррипе, поэмисемпе, тарăн шухăшлă публицистика статйисемпе кĕтсе илчĕ вăл хăйĕн çуралнă кунне. Тулли кăмăлпа. Çĕр ĕçченĕ кĕр енне кайсан хăйĕн каçалăкне пуçтарса пĕтернĕ хыççăн хаваслă туйăмпа тăван çĕре выртса чуптунă пек, ман çывăх юлташăм та хăй пурнăçĕ тăршшĕнче нумай-нумай ырă ĕç тума вăй-хал çитернĕшĕн Çÿлти Турра тав турех пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен вăл ăна иксĕлми ăс, пултарулăх, чăтăмлăх, ăсталăх панă.
1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче çуралнăскер малтан - Кĕçĕн Шетмĕ ялĕн çичĕ çул вĕренмелли шкула, ун хыççăн район центрĕнчи вăтам шкула çÿренĕ, çакăн хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Пĕр вăхăт Çĕрпÿре комсомол райкомĕнче, унтан "Октябрь çулĕ" хаçат редакцийĕнче журналистра ĕçленĕ. Малалла вулас...
Порфирий АФАНАСЬЕВ,
Чăваш халăх поэчĕ
Комментари хушас