юбилеи

22 Кăрлач, 2016

"Хыпара" халăх юратать

РФ Вĕрентÿ академийĕн академикĕ, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен Канашĕн председателĕ Лев Кураков "Хыпар" Издательство çурчĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ.

15 Кăрлач, 2016

Çитĕнÿсем куç умĕнче

Патăрьел районĕнчи Ишлĕ шкулĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитни кунти тăрăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Истори страницине уçса вулас пулсан ял 1634 çулсенче никĕсленнĕ, пĕлÿ вучахĕ тепĕр 260 çул иртсен тин ялкăшма тытăннă. Ăна Шетмĕ çынни Сергей Тимофеев ?ялти пĕртен-пĕр вĕреннĕ çын% пуçарса янă. 1895 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Пăва уесĕн Мăрат вулăсĕнчи чиновниксемпе килĕшÿ туса хăйĕн пахчинчи пысăках мар çуртра ачасене хутла вĕрентме пуçланă. Арăмĕ, Евгения, хуçалăха тÿлевсĕрех тирпейлесе тăнă.

15 Кăрлач, 2016

Çирĕп ыйтакан Юрий Виноградов

Юрий Михайлович Виноградов - чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пуçламăш, вăтам тата аслă шкулăн учебникĕсемпе меслет сĕнĕвĕсен тата чăваш чĕлхин орфографи словарĕн авторĕ, доцент.

 

14 Кăрлач, 2016

«Пионер сасси» хаçатпа туслă пулнă: «Тантăшпа» та çыхăнăва татман

Юратнă «Тантăш» хаçат 85 çул тултарнă май куç умне хаçатпа çыхăннă самантсен «çыххи» тухать. Мĕн пĕчĕкрен вуласа ÿснĕ-çке ăна!

14 Кăрлач, 2016

Шкултан вăй илекен вĕрентÿçĕ

Юрий Михайлович Виноградов - ХХ ĕмĕрте çитĕннĕ, хальхи чăваш чĕлхин синтаксисĕпе пунктуацине тата графикипе орфографине тĕпчекен, пуçламăш тата вăтам шкул вĕренÿ кĕнекисен авторĕ. Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентмелли пичетленнĕ ĕçĕсем унăн темиçе-темиçе те.

Pages