"Хыпара" халăх юратать

22 Кăрлач, 2016

РФ Вĕрентÿ академийĕн академикĕ, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен Канашĕн председателĕ Лев Кураков "Хыпар" Издательство çурчĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ. Лев Пантелеймонович пичет кăларăмĕнче вăй хуракансене хаçатăн сумлă юбилейĕпе саламларĕ, кулленхи ĕç-хĕлре вăй-хал, ăнăçу сунчĕ.

- "Хыпар" хаçата яланах юратса вулатăп. Республика тулашĕнче чылай вăхăт пурăнсан хаçатсăр тунсăхласах çитетĕп, ăна алла тытсан чуптума та хатĕр. "Хыпар" ырри çинчен те, япăххи çинчен те чуна витермелле çырать, тĕрлĕ çивĕч ыйту хускатать. Çитменлĕхсене уççăн кăтартса республика экономикине, ял хуçалăхне, социаллă пурнăçа, ытти отрасле аталанма хăват парать.

110 çулти "Хыпар" авалхи йăла-йĕркене паян та çирĕп тытса пырать, çав вăхăтрах çĕнĕлĕхсемпе те пуянланать. Хальхи вăхăтра хаçатăн электрон версине тĕнчипех вулама пултараççĕ. Халăх юратать ăна, - палăртрĕ Лев Пантелеймонович коллектива саламланă май.

Çĕршывра пысăк хисепе тивĕçнĕ сумлă академик Издательство çурчĕн коллективĕ тытса пыракан çул-йĕре ырларĕ, хаçатра экологи, патриотизм воспитанийĕн ыйтăвĕсене хускатнăшăн мухтарĕ, пултарулăх ĕçĕнче тĕпе хумалли сĕнÿсем те пачĕ. Чăваш Республикинче тĕрлĕ халăх пурăннине шута илсе вăл халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшакан, нацисен хăйне евĕрлĕ культурине, йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентекен материалсем ытларах хатĕрлемеллине палăртрĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен Канашĕн председателĕ пулнă май Лев Пантелеймонович "Хыпар" хаçата ÿлĕмрен те пулăшса пырассине хăйĕн тивĕçĕ тесе палăртрĕ.

В.БАГАДЕРОВА.

Теги: