Çитĕнÿсем куç умĕнче
Патăрьел районĕнчи Ишлĕ шкулĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитни кунти тăрăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Истори страницине уçса вулас пулсан ял 1634 çулсенче никĕсленнĕ, пĕлÿ вучахĕ тепĕр 260 çул иртсен тин ялкăшма тытăннă. Ăна Шетмĕ çынни Сергей Тимофеев ?ялти пĕртен-пĕр вĕреннĕ çын% пуçарса янă. 1895 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Пăва уесĕн Мăрат вулăсĕнчи чиновниксемпе килĕшÿ туса хăйĕн пахчинчи пысăках мар çуртра ачасене хутла вĕрентме пуçланă. Арăмĕ, Евгения, хуçалăха тÿлевсĕрех тирпейлесе тăнă.
Йĕпреç тăрăхĕнчи Ирçе Çармăс ял чиркĕвĕн пупĕ эрнере икĕ хут килсе тĕн енĕпе пĕлÿ панă. Унпа пĕрлех вĕренекенсем çырассине, вулассине, шутлассине алла илнĕ.
10 çул иртсен С. Тимофеевăн сывлăхĕ хавшанăран Иван Любимова шкула ĕçлеме яраççĕ. Çулталăкран Октябрьти революци паттăрĕ П.Крепков шкул директорĕнче тăрăшма тытăннă. Вĕренÿ программи анлăланнă, ачасен йышĕ те çулсерен ÿснĕ. Çавăнпа 1914-1915 çулсенче пушă пÿртсенче /Кузьма Родионов, Логин Тарасов, Федор Киргизов, Порфирий Родионов çурчĕсенче/ вĕрентме пуçланă. Ял халăхĕ тăрăшнипе кĕске вăхăтрах шкулăн йывăç çурчĕ ÿссе ларнă. Кун çинчен Петĕр Ибасов çыравçăн ал çыру евĕр упранакан хайлавĕсенче вуласа пĕлме пулать.
1924-1925 çулсенче шкулта Прокопий Самарин вăй хунă. 1925 çулта пысăк инкек пырса çапнă - вĕренÿ çурчĕ çунса кайнă. Каллех ялти пушă çуртсене йышăнма тивнĕ. Çутта тухассишĕн талпăнакан халăх 1931-1933 çулсенче Ишлĕ ялĕ пуçланакан вырăнта çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Ку вăхăтра шкулта А. Смирнов, Н. Волков, М. Сельвестров тăрăшнă. Вĕренекенсене 7 класс таран ăс панă. 1935-1936 çулсенче 10 класа çитернĕ. Шкула И. Янаслов /Аслă Арапуç ялĕ/, А. Асанов, М. Иванов /Мăрат ялĕ/, П. Матвеев /Ишлĕ ялĕ/ ертсе пынă. 1948 çулта вăл та çунса кĕлленнĕ. Çав тапхăрта Я. Зверев, А. Маков ?Именкасси ялĕ% директорсем тăрăшнипе ачасене каллех пушă çуртсене вырнаçтарнă.
1957 çул тĕлне Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхра çуралса ÿснĕ Михаил Макарович Макаров пуçарнипе хальхи икĕ хутлă йывăç çурта туса пĕтернĕ. Таврари 5-6 ялтан унта çулсерен вăтамран 620 ача пĕлÿ пухнă.
Малалла шкул директорĕнче Н. Плечов /1961-1962 çулсенче/, В. Митта /1962-1964/, Л. Савинов /1964-1967, 1984-1995/, Т. Титов /1967-1984/, В. Чернов /1995-2004/ тăрăшнă.
120 çул хушшинче çĕр-çĕр ача пĕлÿ илсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Хăй вăхăтĕнче икĕ теçеткене яхăн вĕренекен ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе шкул пĕтернĕ. Тĕнчипе паллă ăсчах П. Денисов, Чăваш Республикин тĕп судйи пулнă П. Юркин, ЧР вăрман хуçалăхĕн министрĕнче тăрăшнă Г. Урмаков, хальхи ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов çак шкултан тухнă.
Аслă ăрури вĕрентекенсен ятне-сумне ямасăр паян шкулта 15 учитель вăй хурать. Вĕсем пурте пĕрремĕш категориллĕ. Л. Владимирова - Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, А. Матвеевăпа С. Едифанова РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Вĕрентекенсен ĕç династийĕсенчен чи малтан Матвеевсене асăнмалла. 12 ăру ачасене пĕлÿ парассипе тăрăшнă. Халĕ те çав çулпах утаççĕ. Матвеевсен педагогика стажĕ пĕтĕмпе 400 çултан та иртет.
Ишлĕ шкулĕнче паян 67 ача вĕренет. Кивĕ çуртра ăс пухни спорт ăмăртăвĕсене, конкурссене хутшăнса çитĕнÿсем тума вĕсене чăрмантармасть. Акă 8-мĕш класри Ирина Смирнова ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ çул спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăчĕ. Виçĕм çул вăл Мускава Кремль елкине кайса курма тивĕçрĕ. Паянхи куна Ирина виçĕ теçетке ытла медаль çĕнсе илнĕ.
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕн пĕчĕк шкулăн та "тĕшши" /ячĕ-сумĕ, çитĕнĕвĕ/ пурах.
Иван Ерофеев.
Комментари хушас