Архив

14 Çĕртме, 2018

Архив служби – 100 çулта

Раççей патшалăх архив службине туса хунăранпа кăçал — 100, унăн Чăваш Республикинчи тытăмне йĕркеленĕренпе 95 çул тултарать: 1918 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Канашĕ «РСФСРта архив ĕçне реорганизацилесси тата централизацилесси çинчен» йышăннă декрет çĕршыври унăн учрежденийĕсен хальхи тытăмĕн никĕсне хывнă.

13 Пуш, 2014

Архивра - Уçă алăксен кунĕ

Çак кунсенче Архивсен кунĕ иртрĕ. Çавна май ЧР Патшалăх истори архивĕнче Уçă алăксен кунне йĕркелерĕç.

Аваллăхпа кăсăкланакансемшĕн çакă пысăк парне вырăнĕнче пулчĕ. Вĕсем архивçăсем пулăшнипе хатĕрленĕ экскурсире тăван тăрăхăн историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе, фондсенче упранакан тĕлĕнмелле документсемпе паллашрĕç.

Ăслăлăх-справка аппарачĕ тата информаципе шырав тытăмĕн пайĕн ĕçченĕсем уйрăмах хаклă документсене цифрăламалли тата сканерламалли хальхи йышши хатĕрсене кăтартрĕç, реставраципе çыхăннă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕç.