Архивра - Уçă алăксен кунĕ
Çак кунсенче Архивсен кунĕ иртрĕ. Çавна май ЧР Патшалăх истори архивĕнче Уçă алăксен кунне йĕркелерĕç.
Аваллăхпа кăсăкланакансемшĕн çакă пысăк парне вырăнĕнче пулчĕ. Вĕсем архивçăсем пулăшнипе хатĕрленĕ экскурсире тăван тăрăхăн историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе, фондсенче упранакан тĕлĕнмелле документсемпе паллашрĕç.
Ăслăлăх-справка аппарачĕ тата информаципе шырав тытăмĕн пайĕн ĕçченĕсем уйрăмах хаклă документсене цифрăламалли тата сканерламалли хальхи йышши хатĕрсене кăтартрĕç, реставраципе çыхăннă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕç.
Архив аваллăх управçи çеç мар, унăн çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас, халăха тăван ен историйĕпе çывăхлатас, граждансене саккунлă прависемпе интересĕсене тивĕçтерес ĕçри тÿпи вышкайсăр пысăк.
Федераци бюджетĕнчен килнĕ укçа-тенкĕпе иртнĕ çул метрика кĕнекисене цифра çине куçарма пуçланă /асăннă коллекцире 1800 управ единици ытла/. Малашлăхра электрон вулав залĕ те пулĕ, кашнийĕ хăйне кирлине архивăн электрон çăл куçĕнчен илме пултарĕ.
Н.СМИРНОВА.
Комментари хушас