Ырă тĕслĕх

15 Пуш, 2017

Волонтер ĕçĕ чунпа пуянланма пулăшать

Чăваш çамрăкĕсен проектне Раççей шайĕнче асăрханă

Паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕр мероприяти те волонтерсемсĕр иртмест. Вĕсем тĕрлĕ акцие, спорт ăмăртăвне йĕркелеме хутшăнаççĕ, çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшаççĕ, инкексен сиенне пĕтереççĕ, чĕрчунсене çăлаççĕ…

3 Пуш, 2017

Ăсталăх класĕнче - ашшĕсем

Етĕрне районĕнчи шкулсенче нарăс уйăхĕнче «Ăслă пуç тата ылтăн алă» мастер-класс иртнĕ. Кашни шкултах вĕренекенсен ашшĕсем, аслашшĕ-кукашшĕ, пиччĕшĕсем ачасене хăйсем пĕлекен ĕç ăсталăхне алла илме хăнăхтарнă.

22 Нарăс, 2017

Кĕпе вырăнне - салтак тумĕ

Çĕршыва хÿтĕлес ĕç яш-кĕрĕм çине ытларах тиенет пулин те салтак атти тăхăнакан хĕр-упраç та сахал мар. Çут çанталăкăн черчен çуррин йышĕнче офицер пулма шухăш тытса çар училищине е института вĕренме кĕрекенсем те пур. Çатма-кастрюле автоматпа, студент общежитине казармăпа, капăр юбкăпа кĕпене салтак тумĕпе улăштарма килĕшнĕ Патăрьел районĕнчи Сител пикипе Кристина Кондратьевăпа Интернет урлă çыхăнма май килчĕ. Хĕр Вольскри çар институтĕнче 1-мĕш курсра вĕренет.

18 Нарăс, 2017

Йăмраллă чăваш ялĕсĕр тунсăхларăм

«Çуллансан вĕренме ан вăтан, ватăлсан вĕренни пач вĕренменнинчен çĕр хут аванрах пулĕ», — тенĕ Эзоп.

Чĕмпĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 21-мĕш вăтам шкулта технологи предмечĕпе «Чăваш халăхĕн культури, историйĕ тата пуплевĕ» кружока ертсе пыракан Юлия Серебряковăна авалхи грексен паллă юптаруçи çак сăмахсене ун пирки каланăнах туйăнать.

16 Нарăс, 2017

Тĕп кил вучахне сÿнтересшĕн мар


Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче пурăнакан Черновсем патне кĕрсен тÿрех тĕпеле иртме чĕнчĕç. Кĕçĕн ывăлĕ Даниил амăшне пулăшассишĕн ăшталанма тытăнчĕ. «Анне, чей вĕрет. Сÿнтерес-и?» — ыйтрĕ пĕчĕкскер. Альбина Михайловнăпа Юрий Алексеевич ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни сисĕнчĕ.

Pages