Ырă тĕслĕх

30 Пуш, 2018

«Пĕрисен килĕ умĕнче — чечек, теприсен — вĕлтĕрен»

«Лайăх староста – ял çăлăнăçĕ», – теççĕ. Çак шухăш Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял старостипе Галина Власовăпа паллашсан пушшех те çирĕпленчĕ.

19 Кăрлач, 2018

«Атте-анне ĕçе хăнăхтарчĕ, тĕрĕс пурăнма вĕрентрĕ»

«Çемье ăшши — чун ăшши», — тенĕ ватăсем. Кил-йышра ăнланупа килĕшÿ хуçалансан таçта та ĕç ăнать. Çакна Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче пурăнакан Колпаковсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çемье ăшшине упракансем — Иван Васильевичпа Олимпиада Ефремовна. Тăватă çул каялла кевер бриллиант туйне паллă тунăскерсем хăйсен чун ăшшине 5 ачипе 6 мăнукне тата вĕсен мăшăрĕсене, çавăн пекех мăнукĕсен ачисене парнелеççĕ.

15 Кăрлач, 2018

Дояркăран... ăсчаха çитнĕ

Вăрмар районĕнчи Шăплат ялĕн библиотекинче ентеше, Социализм Ĕçĕн Геройне Клавдия Петровăна халалласа «Ĕçре туптаннă паттăрлăх» савăнăçлă каç иртрĕ.

3 Чÿк, 2017

Кашлатăр Кĕтеснерте Алентей паркĕ

Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте Чăваш халăх писательне Василий Алентее халалласа парк уçрĕç.

Савăнăçлă уява район адми- нистраци пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Раççейри Ботаника сачĕн республикăри филиалĕн директорĕ А.Димитриев, писателĕн хĕрĕсем Нина, Елизавета, Антонина Васильевнăсем çемйисемпе тата ыттисем хутшăнчĕç. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Pages