Комментари хушас

22 Раштав, 2017

Сергей КИРИЛЛОВ: Юратнă ĕç пурнăçа илем кÿрет

Ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе вăл спорт карьерин çÿлти картлашкисем çинех хăпарнă. Апла пулин те Санкт- Петербургра ĕçлесе пурăнаканскер çуралнă тăрăхне манмасть. Чăваш Ене çулсеренех килет, кире пуканĕ йăтассипе иртекен ăмăртусене, çав шутра «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекеннине те, хутшăнать. Кăçал та вăл «Хыпарăн» юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче иртнĕ турнирĕнче тĕп судья пулчĕ. Хăйĕнпе пĕрле Санкт- Петербург пăхаттирĕсене ертсе килчĕ. Сăмахăм Раççейĕн кире спорчĕ енĕпе пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, пирĕн ентеш Сергей Кириллов пирки. Аякри хулари Сергей Александровичпа телефонпа çыхăнса калаçрăмăр.

«Вертолет училищине вĕренме кĕресшĕнччĕ»

— Сергей Александрович, калăр-ха: эсир мĕншĕн спорта кайнă?

— Пурнăç çапларах килсе тухнă темелле пуль. Эпĕ Куславккари интернат шкулта вĕреннĕ. Физкультура учителĕ Иван Краснов йывăр атлетика тата кире пуканĕ йăтакансен секцийĕсене ертсе кайрĕ. Вăл, салтакран тин кăна таврăннăскер, сарлака хул-çурăмлă, яштака кĕлеткеллĕччĕ. Эпир ун çине ăмсанса пăхаттăмăр. Иван Николаевич пире спорта юратма вĕрентрĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни арçыншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ пулни, вăл пурнăç çулне уçса пыни пирки каларĕ. Пĕр сăмахпа, юратнă вĕрентекен спортпа «чирлеттерчĕ». Эпĕ йывăр атлетика тата кире пуканĕ йăтакансен секцийĕсене 4-мĕш класра çÿреме пуçланă. Астăватăп-ха: чи малтан «Коммунизм ялавĕ» /халĕ — «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илес енĕпе йĕркеленĕ турнира хутшăннăччĕ. Ун чухне вăл Кÿкеçре иртнĕччĕ. Эпĕ унта чи çамрăк спортсмен пулнăччĕ. Çавăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ манăн спорт еннелле хывнă çул. Ун хыççăн республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи нумай-нумай ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăнтăм.

— Апла физкультура институчĕсĕр пуçне урăх аслă шкул пирки ĕмĕтленмен те…

— Тунмастăп, шкул хыççăн Сызраньти вертолет училищине вĕренме кĕресшĕнччĕ. Анчах сывлăх начартарах /куç япăхрах куратчĕ/ пулнă пирки мана унта илмерĕç. Ленинградри физкультура институтĕнче вĕреннĕ чухнех пысăк çитĕнÿсем турăм. 1991 çулта тĕнче кубокĕнче кĕмĕл призер пултăм. Çитĕнÿсемпе палăрнă хыççăн мана «Армия» спортклуба илчĕç. Çапла Санкт-Петербурграх юлтăм.

— Апла пулсан Санкт-Петербурга тахçанах хăнăхнă.

— Санкт-Петербург маншăн иккĕмĕш тăван хула пекех. Килĕшет вăл мана, илемлĕ. Куславккара 17 çул пурăннă пулсан, Санкт-Петербургра —1990 çултанпа.

Ку тапхăрта вăй-хал та, опыт та пухăннă

— 45 çулти хĕрарăма пиçнĕ çырлапа танлаштарасси йăлара. Арçыншăн 45 çул — мĕн вăл?

— 45 çул… Хальлĕхе çур ĕмĕр мар-ха, çапах вăтăрта та мар. Ку тапхăрта арçын ура çинче çирĕп тăрать. Вăй-халĕ те пур. Хăйне лайăх туять. Ĕç тата пурнăç опычĕ пур. Малалла ĕçлемелле те ĕçлемелле.

— Калăр-ха: ачăрсем сирĕн çула суйланă-и?

— Ывăлăм Егор 1-мĕш класра вĕренет. Кире пуканĕ йăтакансен секцине çÿрет пулин те ăна спорт хальлĕхе вăйлах илĕртмест-ха. Çапах ăна спорт мастерĕн ятне илмелĕх хатĕрлентеретĕпех. Егора хампа пĕрле сборсене, тренировкăсене илсе çÿретĕп. Спортăн хăш тĕсне ытларах кăмăллать — çавна суйласа илтĕр.

— Спорта кайнăшăн ÿкĕнместĕр-и? Çар çынни те пулма пултарнă эсир.

— Чăн та, хушăран çакăн пирки шухăшлатăп. Çар çынни те, финансист та пулма пултарнă паллах. Çапах спортра та тăрăшнине кура пысăк çитĕнÿсем тума май килчĕ. Хисеплĕ ятсене те тивĕçрĕм. Паян та Санкт-Петербургра, Раççейре кире спортне аталантарассишĕн тăрăшатăп. Çынсемпе хут-шăнма, тĕрлĕ çĕршыва тухса çÿреме кăмăллатăп. Енчен те ĕçе пуçăнсан çурма çулта чарăнмалла мар, малаллах талпăнмалла, ăна вĕçне çитермелле. Тĕрĕссипе, манăн кире пуканĕ йăтас енĕпе Турă панă ăсталăх пулман. Хам тăрăшни, çине тăни, ĕçчен те тÿсĕмлĕ пулни çитĕнÿсем патне илсе çитерчĕ. Пирĕн, чăвашсен, лайăх ен пур: пулать-и, пулмасть-и — ĕçлеме ÿркенместпĕр. Ахальтен-им: «Чăваш вăй-халпа çыхăннă ĕçе кăна хисеп тăвать», — теççĕ. Юратнă ĕç йывăр пулсан та ăна пурнăçлама лайăх. Юратманни çăмăл пулсан та ун патне алă пымасть. Пурнăç çулне тепĕр хут суйламалла тăк — эпĕ çак çулпах утăттăм.

— Сирĕн шухăшпа, Чăваш Енре кире спорчĕ мĕнле аталанать?

— Эпĕ кире спорчĕпе интересленме пуçланă вăхăтра Борис Глинкин, Юрий Карпов палăратчĕç. Вĕсенчен тĕслĕх илме, вĕсем пек пулма тăрăшаттăм. Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакансен шкулне лайăх хак парас килет. Хăйсен ăсталăхне çулран-çул ÿстерсе пыраççĕ. Çирĕп пăхаттирсене хатĕрлеççĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Йĕпреçсемпе Елчĕксем уйрăмах маттур. Чăваш спортсменĕсем Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче те пур. «Хыпар» парнисене илессишĕн çулсеренех турнир ирттерни те савăнтарать. Çак турнира Раççей шайне çĕклеме пултартăмăр.

— 2017 çул мĕнле пулчĕ сирĕншĕн? Мĕнпе асра юлчĕ?

— Автан çулĕ маншăн лайăх пулчĕ. Кăçал Олимп резервĕсен Санкт-Петербургри ачасемпе çамрăксен шкулĕнче кире спорчĕн уйрăмне уçрăмăр. Санкт-Петербургра спортăн нумай тĕсне аталантараççĕ. Вĕсен йышĕнче кире пуканĕ йăтакансем палăрма пултарчĕç. 5 спортсмен тĕнче чемпионатĕнче парнеллĕ вырăнсене йышăнчĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.