Ырă тĕслĕх

3 Чÿк, 2016

«Ĕçчен упăшкапа пурăнма лайăх»

Шупашкар районĕнчи Карачурара пурăнакан Овчинниковсем пирки: «Вĕсем пĕр­ле пĕр пăт тăвар çинĕ», — теме пулать. Нумаях пулмасть Иван Ива­новичпа Зоя Александровна ылтăн туй кĕрекине тăван-пĕтенĕпе тус-юлташне пуçтарчĕç. Малалла вулас...

15 Юпа, 2016

Çĕр çыннин ĕçĕ сумлă

Ирхи тăватă сехет çитнине систерсе шаккарĕ пÿлĕмри сехет. Лена вара вырăн çине пуçне хурса та ĕлкĕреймерĕ. Çĕрĕпе ыйхă килмерĕ унăн. Çавăнпа та кил-çуртне тирпейлерĕ. Унтан хăяр-помидор тăварларĕ, ăнса пулнă çырласенчен компот хатĕрлерĕ. Çĕрле те фермăна кайса килчĕ.

29 Авăн, 2016

Хĕрсем валли машина кăларасшăн

Шупашкарта пурăнакан Татьяна Сидорова ача чухне ашшĕ-амăшне: «Эпĕ ÿссен воспитатель пулăп», — тенĕ. Шăпа ăна хăш специальноçа алла илмелли пирки çавăн чухнех систернĕ-ши? Пĕррехинче вăл урамри пĕр арçын ачаран тетте, пĕчĕк машина, туртса илме хăтланнă. Лешĕ çакăншăн хĕрачана сăмсаран лектернĕ.

25 Çурла, 2016

Вĕтĕ шăрçаран йывăç ăсталанă

Юратнă ĕçпе аппа­ланни ывăнтармасть. Пĕрисем кунне-çĕр­не пĕлмесĕр уйра тă­рăшаççĕ, теприсем тул çутăличченех кĕнеке вулама пултараççĕ, виççĕмĕшĕсем çекĕлпе çыхма кăмăллаççĕ. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Мария Ларионова чун киленĕçĕшĕн мĕн пур ĕçе пăрахма хатĕр.

Pages