Ырă тĕслĕх

7 Ака, 2016

«Тетте» тусĕсем

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕн иккĕмĕш класĕнче вĕренекен Вероника Маркелова паян класа пуринчен те малтан çитрĕ. Кĕнекипе тетрадьне, ручкине парта çине кăларса хучĕ. Унтан юратнă «Тетте» журналне алла тытрĕ. Акă алăк уçăлчĕ те Игорь Казанцев кĕрсе тăчĕ. Хĕрачана курсан йăл кулчĕ.

7 Ака, 2016

Урхамах туянса парсан-и?

Акуня кинемей хапха умне тухса тăчĕ. Çил çук. Çурт тăрринче, карниссем çинче, хура пуçлă, шурăрах пĕсехеллĕ çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Çуркунне çитнишĕн хавасланаççĕ ахăртнех. Вĕсем пĕвесем çырантан тухса сарăласса, пĕрремĕш вăйлă çумăр çăвасса, малтанхи аслати кĕрлессе хыпарлаççĕ-тĕр.

7 Ака, 2016

«Пуянсем концерта мухтанма çеç çÿреççĕ»

Демпит, канифоль, сурдина, фермата, сольфеджио, сольмизаци... Çак сăмахсен пĕлтерĕшне нумайăшĕ ăнланмасть. Василий Журкин вĕсем çинчен çĕрле ыйхăран вăратсан та каласа параять. Ку ăнлавсемпе вăл садике çÿренĕ вăхăтрах паллашма пуçланă.

17 Пуш, 2016

Ачаранпах выльăх пăхса ÿснĕ

Ялта тĕпленекен çамрăксенчен чылайăшĕ тăван тăрăхри сывлăшпа сывласан кăмăл хăпартланнине, хулара пĕр кун та пурăнайманнине палăртаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, ялта укçа ĕçлесе илмелли май чылай. Шăмăршă районĕнчи Ярăславра пурăнакан Розовсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

Pages