Комментари хушас

7 Ака, 2016

Çу уйăхĕнче — «Артека»!

Класĕнче кăна мар, шкулĕпе те чи çÿлли вăл — Кристина Долгова. Сăпайлăскер, вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыраканскер, спорта чун-чĕререн юратаканскер.

— Аттепе икĕ пиччем кашта пек çÿллĕ, эпĕ те вĕсенчен пĕрре те юласшăн мар. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ пекех пулать вĕт! — йăл кулса калаçать çиччĕмĕш класс хĕрачи.

— Чăнах, 57 сантиметр çÿллĕш çуралчĕ! Юмахри пекех хăвăрт çитĕнчĕ, — калаçăва кăмăллăн хутшăнать хĕрачан амăшĕ Светлана Владимировна Долгова педагог. — Кĕçĕн класра та ачана хам вĕрентрĕм. Ун чухнех тăрăшуллăччĕ. Киле парса янă ĕçсене вăхăт-ра типтерлĕн пурнăçлатчĕ, халĕ те çавах. Хăнăхтарусене пурнăçласа пĕтермесĕр сĕтел хушшинчен тухма та шутламасть, кăлараймастăн та. Тухтăр профессине алла илесшĕн те, ĕмĕчĕ пурнăçа кĕтĕрех. Тем пекехчĕ, тем пекехчĕ.

...Кристинăн чи çывăх юлташĕ Ксюша хăй каратэ секцине çÿренишĕн мĕн тери кăмăллă пулнине час-часах каласа кăтартнă. Çавăн чухне Кристинăн та унпа пĕрле çÿрес кăмăл çуралнă.

— Йывăр-и? Ман та хам вăя тĕрĕслесе пăхас килет те, — калаçнă хĕрача юлташĕ çине куç илми пăхса.

— Хăв тăрăшсан умри йывăрлăха парăнтаратăнах. Эх, манран пулмасть тесе каялла çеç чакма кирлĕ мар. Шав малалла ăнтăлмалла. Вара çитĕнÿ тăватăнах. Кайран çав, çав ача чăн-чăн спортсмен тесе калаччăр хăпартланса, — ăс панă Кристинăна хăйĕнчен темиçе çул аслă юлташĕ.

Иккĕмĕш класа çÿрекен Кристина килĕнче çак ыйтăва хускатма шухăшланă.

— Аттеçĕм, аннеçĕм... — тенĕ те сăмахĕ путланнă.

— Мĕнле сăмах-юмах пиркиччĕ эсĕ, хĕрĕм? Ан вăтан, пуçланă сăмахна каласа пĕтер, — тенĕ ашшĕпе амăшĕ йăл кулса.

— Каратэ секцине çырăнас килет. Икĕ пиччем те унта çÿрет, чи çывăх юлташăм та... Эсир хирĕçлемĕр-ши?

...Ĕнтĕ пиллĕкмĕш çул каратэпе туслă Кристина. Çитĕнĕвĕсем те пур хастар хĕрачан.

— Таçти тăрăхра та пултăм, чылай ăмăртăва хутшăнса пĕрре мар çĕнтертĕм. Хам çитĕнÿсемшĕн хам савăнатăп. Районта ĕçлекен тата салтакри пиччесем те мана хавхалантараççĕ. Тата пысăк савăнăç маншăн «Артека» кайма тивĕç пулни! Пĕлетĕр-и, кун пирки эпĕ мĕн чухлĕ ĕмĕтленнĕ! Унта пурте çитсе кураймаççĕ вĕт-ха! Вĕренÿре, спортра, обществăлла ĕçсенче хастарлăхпа палăрнисем çеç канма пултараççĕ асăннă лагерьте! Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче тинех тухса каятпăр «Артека»! Халĕ аннепе Крымри çанталăка кашни кун Интернетпа сăнатпăр. Ара, хăвăртрах çитес килет манăн çав тăрăха, — йăл та йăл кулса калаçрĕ Вăрмар районĕнчи Шăхаль шкулĕн хастар вĕренекенĕ Кристина Долгова.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.