Дояркăран... ăсчаха çитнĕ
Вăрмар районĕнчи Шăплат ялĕн библиотекинче ентеше, Социализм Ĕçĕн Геройне Клавдия Петровăна халалласа «Ĕçре туптаннă паттăрлăх» савăнăçлă каç иртрĕ.
1940 çулта вĕсен çемйи Кострома облаçне куçса кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕпе икĕ пиччĕшĕ çапăçу хирне çул тытаççĕ. Килте юлнă пилĕк ачаран асли Клава пулнă. Çемьене мĕнле те пулин пулăшас тесе Шăплат хĕрĕ хăйсем пурăнакан вырăнти «Караваево» хуçалăха ĕçлеме кĕрет. Малтан уй-хир бригадинче, унтан сĕт-çу ферминче ĕçлет. Çав вăхăтрах Клавдия каçхи шкулта вĕренет.
Сĕт сăвăмне çуллен ÿстерсе пыракан хастар дояркăна 1948 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлаççĕ. Çакă çамрăка татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарнă. 1949 çулта ăна Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне панă, «Çурлапа мăлатук» ылтăн медальпе, Ленин орденĕпе чысланă. Ун чухне Клавдия Петрова çирĕм иккĕре пулнă.
Клавдия Васильевна сатур ĕçленипе пĕрлех вĕренĕве малалла тăсассишĕн тăрăшать. Малтан — зоотехникумран, ун хыççăн Мускаври К.А.Тимерязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. 1959 çулта ăна патшалăх экзамен комиссийĕ аспирантурăна вĕренме кĕмешкĕн сĕннĕ. Виçĕ çултан пирĕн ентеш ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă.
К.Петрова Караваевăри ял хуçалăх институчĕн доценчĕ, проректорĕ пулса вăй хунă. Докторантурăра вĕренсе наука докторĕн, РФ аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ.
Общество хастарне темиçе хутчен Кострома облаç Канашĕн депутатне суйланă. 25 çул мире хÿтĕлекенсен облаç комитетне ертсе пынă вăл.
Клавдия Васильевна тăван тăрăха юлашки хут 10 çул каялла килсе курнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йыхравне йышăнса инçе çула кĕскетнĕ вăл. Шупашкарпа интересленсе паллашнă. <...>
Савăнăçлă каçа сумлă ентешĕмĕрĕн Пысăк Енккассире пурăнакан тăванĕ Тамара Григорьева хутшăнчĕ. Вăл Шăплатсен саламне Кострома облаçне телефонпа çитернĕ. Клавдия Васильевна салама ăшшăн йышăннă, хăнана облаç кĕпĕрнаттăрĕ ертсе пыракан делегаци килсе çитмелли çинчен пĕлтернĕ. <...> Тулли верси...