Ача-пăча юмах итлесе ÿсет, сăвă-калав вуласа ăс-хакăл пухать, тĕрлĕ енлĕн аталанать, ырăпа усала уйăрма вĕренет. Кĕнеке пĕчĕк çын пурнăçĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнать. Чăваш халăхĕн ача-пăча литератури çырулăх йĕркеленсенех аталанма тытăннă.
Михаил Павлович Павлов 1906 çулхи ноябрь уйăхĕнче Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ, Павел Матвеевичпа Ирина Сидоровна, ялта ятлă çынсем пулнă. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем: Анисим, Михаил, Сергей, Мария тата Марфа.
Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчи Фадей тата Агрепина Кузьминсен çемйинче 6 хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ. Кĕçĕнни Кузьма пулнă, вăл 1921 çулта çуралнă. Улттă тултарсан амăшĕсĕр юлнă, ашшĕ те нумай пурăнайман. Кузьмана аппăшĕ - Марфа - пăхса усранă. Шкултан вĕренсе тухсан çамрăк пĕр вăхăт тăван колхозра ĕçленĕ.
Çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнсан вăл малтанхи кунсенчех çапăçăва кĕнĕ.
Фронтран аппăшĕ патне янă пĕр çырăвĕнче вăл çапла хыпарлать:
«Юратнă аппа! Чи малтанхи йĕркерех манран пысăк салам йышăнма ыйтатăп.