Сăпкара чухнех сăвă кирлĕ
Ача-пăча юмах итлесе ÿсет, сăвă-калав вуласа ăс-хакăл пухать, тĕрлĕ енлĕн аталанать, ырăпа усала уйăрма вĕренет. Кĕнеке пĕчĕк çын пурнăçĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнать. Чăваш халăхĕн ача-пăча литератури çырулăх йĕркеленсенех аталанма тытăннă. Паян çав аталану çул-йĕрне тишкерсе тухма, хак пама сăлтав та пур. Чăваш кĕнеке издательстви Чăваш литературин антологийĕн черетлĕ кăларăмне пичетлесе кăларчĕ. Унта ача-пăча валли çырнă хайлавсем кĕнĕ.
"Чăваш литературин антологийĕ: ача-пăча валли çырнă хайлавсем" кĕнекене филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ирина Софронова литературовед пухса хатĕрленĕ, умсăмахне те вăлах çырнă. Редакторĕ - Галина Антонова. Кĕнеке "Раççей культури /2012-2018 çулсем/" тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Пичетпе массăллă хутшăнусен Федераци агентстви пулăшнипе кун çути курнă. Умсăмахра ача-пăча тата çамрăксен литературин аталанăвне тапхăрсем çине пайласах тĕплĕн пăхса тухнă, хăш саманара мĕнле темăсем тĕп вырăн йышăннине, авторĕсене палăртса хăварнă. Малалла вулас...
Комментари хушас