Галина МАТВЕЕВА

25 Раштав, 2014

Шăллĕ хыпарсăр çухалнă

Михаил Хованскин шăллĕ Данил Иванович та /11.06.1924/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Салтак ячĕ тухсан малтанах Канаш хулинчи вĕренÿ пунктĕнче çар ĕçне хăнăхнă, унтан - фронта.

Вăл та çывăх çыннисем патне çыру çырсах тăнă. Шел, вăрçăран таврăнайман, 1943 çулхи март уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă.

25 Раштав, 2014

Пиччĕшĕ ĕмĕрлĕх сусăрланнă

Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçырта çуралса ÿснĕ Михаил Иванович Хованский /29.10.1920/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче тухса кайнă. Вĕсене малтан Чулхула облаçĕнчи Арзамас çывăхĕнчи вăрманта çар ĕçне хăнăхтарнă. Каярахпа Хованский хăй те вĕрентекен йышĕнче пулнă. Унтан вĕсене фронта ăсатнă.

Михаил тăван яла çыру ярсах тăнă. Килте ашшĕ-амăшĕ, виçĕ йăмăкĕпе пĕр шăллĕ юлнă.

16 Юпа, 2014

Вăрçă та хуçайман

Вăл çырнă кĕнекесем паян та халăхпа пурăнаççĕ.   Василий Алентей 1919 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте нумай ачаллă чухăн хресчен çемйинче çуралнă.

Pages